Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Ачасем – пирĕн пуласлăх

Ачасем – пирĕн пуласлăх

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн пысăках та мар коллективĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона кашни çул хастар хутшăнать, хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать.

Николай Малышкин тĕп редактор пуçарăвĕпе хальхинче те эпир районта чи малтисен шутĕнче марафон счечĕ çине укçа-тенкĕ куçартăмăр. Çак сăваплă ĕçе пиртен кашнийĕ хăйĕн чун хистевĕпе хутшăнать. Мĕншĕн тесен çакна пĕлсе тăратпăр -çке: марафон шучĕ çине пухăннă укçа-тенке пĕтĕмпех хамăр районти йывăр шăпапа тĕл пулнă ачасене пулăшма – эмелсемпе вĕренÿ хатĕрĕ, çи-пуç туянма тата ытти социаллă пулăшу пама усă курĕç. Ачасем – пирĕн çутă пуласлăх, вĕсене куç шăрçине упранă пек сыхламалла, пулăшмалла.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code