Иртнĕ çул çанталăк типĕ тăнăран ялти пĕве типрĕ. Çавăнпа та кăçал шкул ачисем шыв-шур пуçланичченех канава юртан тасатрĕç. Уй-хиртен, вăрмантан кĕрлесе юхакан шыв юхрĕ те юхрĕ вара пĕвене. Уйрăмах унта С.Матвеев, С.Никонов, Р.Тайдидинов пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
Пĕве хур-кăвакал усрама кăна мар, вут-кăвартан сыхланма та кирлĕ. Яманчÿрелсем шкул ачисене тав тăваççĕ.
С.ВАЛЕРЬЕВА.