Амăшĕн капиталĕ – «Демографи» наци проектне кĕрекен патшалăх пулăшăвĕ. 2020 çулта унăн виçине пысăклатнă. Кăçал çут тĕнчене килнĕ 1-мĕш ачашăн 466617 тенкĕ параççĕ. Çемьере 2-мĕш пепке çут тĕнчене килсен тÿлев 150 пин тенкĕ ÿсет. Программа вăя кĕриччен çуралнă икĕ е ытларах ача пулсан çемье 2020 çулта çуралнă ачашăн та амăшĕн капиталне тивĕçет.
Апрелĕн 15-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн сертификатне проактивлă режимра йĕркелеме пуçлаççĕ. Çапла вара чылай çемье ăна заявлени çырмасăрах илме пултарĕ.
Амăшĕн капиталĕн сертификатне çапла майпа пани гражданин хутшăнмасăр илме пултаракан пĕрремĕш социаллă патшалăх пулăшăвĕ пулĕ. Пĕтĕм ĕçе Пенси фончĕ хăй тĕллĕн пурнăçлĕ: мĕн пур информацие вăл ведомствăсен хушшинчи хутшăну тытăмĕ урлă илсе тăрĕ. Çак тĕллеве – амăшĕн капиталне илмелли ĕç-хĕле ансатлатассине – пирĕн ума çĕршыв Президенчĕ лартать.
Ача çуралнă хыççăн ЗАГСăн пĕрлехи реестрĕнчи сведенисем Пенси фондне пыраççĕ. Унта вĕсене тĕрĕслеççĕ: амăшĕн капиталне пама чаракан сăлтавсем çук-и; Çук-тăк – сертификата йĕркелеççĕ, ăна хатĕрлесе çитерни çинчен хуçине пĕлтереççĕ. Ачан амăшĕ патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче регистрациленнĕ-тĕк – ун патне уведомлени килет. Çавăн пекех порталта кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтереççĕ.
Çемьесем 2020 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕччен çуралнă ачасемшĕн тивĕçекен сертификата унчченхи йĕркепех илме пултараççĕ. Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕнче е Пенси фончĕн сайтĕнчи уйрăм çын кабинетĕнче электрон заявлени çырмалла. Çавăн пекех гражданин ку ыйтупа НФЦ-на тата Пенси фончĕн клиент службине пыма пултарать. Заявлени çырас йĕрке çавăн пекех ача усрава илнĕ çемьесемшĕн сыхланса юлать. Мĕншĕн тесен усрава илни пирки ашшĕ-амăшĕ кăна пĕлтерме пултарать. Çавăн пекех Раççей тулашĕнче çуралнă ачасен тĕлĕшпе заявлени çырса сертификат хатĕрлес йĕрке вăйра тăрать.
Кунсăр пуçне 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен сертификат хатĕрлемелли вăхăт та 15 кунран 5 куна çити кĕскелет.
З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи.