Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенсие маларах тухĕç

Пенсие маларах тухĕç

Ĕçлев центрĕсем сĕннипе ĕçсĕр граждансене тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăтран 2 çул маларах пенсие кăларма пултараççĕ.

Анчах, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» саккунăн 32-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пенсие каяс текенсен хăш-пĕр саманта шута илмелле. Сăмахран, арçынсен 25 çул, хĕрарăмсен 20 çул страховани стажĕ пулмалла. Организацие пĕтернипе е штата кĕскетнипе ĕçрен кайнисем çеç çак çăмăллăхпа усă курма пултарĕç. Çавăн пекех гражданин миçе çулта пулни /тивĕçлĕ канăва тухиччен 2 çул юлмалла/ пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлев центрĕсем çак çынна тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупса парайман чухне маларах пенсие яма сĕнеççĕ.

Ĕçсĕррисем пенсие тухма килĕшмессе те, малалла ĕç шырама та пултараççĕ. Ĕçлев центрĕсен сĕнĕвне йышăннисене вара тивĕçлĕ канăва тухмалли саккунпа палăртнă вăхăт çитиччен пенси тÿлесе тăрĕç. Çав ÿсĕме çывхарнă хыççăн ватлăхпа паракан страховани пенсине çирĕплетĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code