Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районта – Надежда Колебанова

Районта – Надежда Колебанова

Çак кунсенче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова пулнă.

Вăл чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă, унтан райадминистрацин тавара сутăн илес тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен специалистсемпе курнăçнă, «Спутник-1» ОООра пулнă.

Тĕл пулусен вăхăтĕнче Надежда Владимировна патшалăх нушисем валли таварсем туянас, пулăшу ĕçĕсем пурнăçлас, тавара сутăн илес сферăри тарифсене йĕркелесе тăрас, ĕçе централизацилес, цифра платформисем çине куçарас ыйту çинче чарăнса тăнă. Патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçламалли аукционсене хутшăннă чух тимлĕ пулмалли пирки те каланă вăл, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансене тивекен тÿлев виçи тата унăн улшăнăвĕ çинчен каласа панă. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тивекен тÿлев виçи çулталăкра пĕр хут – июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен – улшăннине пĕлетпĕр. Служба ертÿçи палăртнă тăрăх, тÿлевĕн вăтам виçи коммуналлă пулăшу ĕçĕсен йышĕнчен тата икĕ компонентран – коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе калăпăшĕнчен, вĕсен тарифĕнчен килет.

Пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтассипе, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе, таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе, коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă тата ытти ыйту тимлĕхре пулнă тĕл пулусен вăхăтĕнче.

Сăн ÿкерчĕкре: Надежда Колебанова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code