Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк шанăçпа

Пысăк шанăçпа

Районти ЗАГС пайĕнче иртнĕ уявра çамрăк мăшăрсене чысланă.

Унта виçшер ачаллă – Елчĕкри Викторпа Татьяна Агеевсене, Акчелĕнчи Владимирпа Наталья Владимировсене, Ĕнелĕнчи Сергейпе Елизавета Немцевсене нумай ачаллă çемьен удостоверенине панă. Хĕрлĕçырти Николайпа Светлана Капитоновсем вара çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернин сертификатне илнĕ.

Малашлăха пысăк шанăçпа пăхакан çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, вĕсем чăннипех обществăн тĕп ячейки пулнине, ачасене воспитани парассинче ырă тĕслĕх кăтартассине шаннине палăртнă. Çемьесене çавăн пекех ял тăрăхĕсен представителĕсемпе пĕрле ĕçлекенсем, çывăх тăванĕсем ырă суннă. Уява Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсен юрри-кĕвви илем кÿнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code