Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тĕкĕнме юрамасть

Тĕкĕнме юрамасть

Терроризм çĕршывсемшĕн чи хăрушă тăшман пулса тăчĕ. Çавăнпа ăна хирĕç тăма, унран тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле.

Урамра е чарăнура, çуртсен умĕнче тăракан хуçасăр сумка, пакет тата ытти хатĕр кашнинех сисчĕвлентерме тивĕç. Сирпĕнекен япаласене халăх нумай пуçтарăнакан вырăнта – вокзалта, пасарта, лавккара, культура çуртĕнче, шкулта е ача садĕнче, больницăра хăварма пултараççĕ. Çакăн евĕр япаласене тĕкĕнме, уçса пăхма, вырăнтан куçарма юраманнине асрах тытмалла. Малтан çывăхри çынсенчен ыйтмалла, тен, япалисене манса хăварнă. Енчен те япала хуçи тупăнмасан çакăн пирки полицие пĕлтермелле, халăха аяккарах пăрăнма хушмалла, оперативлă следстви ушкăнне кĕтсе илмелле.

Транспорт çинче хуçасăр япалана асăрхасан та çакăн пирки тÿрех водителе е кондуктора пĕлтермелле. Автобуса чарса пассажирсене эвакуацилесенех полицие чĕнмелле. Хуçасăр япаласем организацисемпе учрежденисенче те, подъездсенче те пулма пултараççĕ. Вĕсене асăрхаканăн ют япалана хăçан, миçере, ăçта тата мĕнле майпа тупнине полици ĕçченĕсене тĕп-тĕрĕс каласа пама пултармалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code