Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Предпринимательсемпе – тĕл пулу

Предпринимательсемпе – тĕл пулу

Иртнĕ эрнере районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ /«Манăн бизнес» форум/ иртнĕ.

Унăн ĕçне ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Денис Спирин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, «Манăн бизнес» центр представителĕсем – Николай Кузьмин, Александр Быченков, Андрей Игнатьев, Пĕтĕм тĕнчери «Опора России» пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх организацийĕн регионри уйрăмĕн председателĕ Андрей Семенов хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнĕ май республика представителĕсене, предпринимательсене форум ĕçне хутшăннăшăн тав тунипе пĕрлех тĕл пулу пуриншĕн те усăллă пулма кирлине çирĕплетнĕ.

2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 659 пĕчĕк тата вăтам предприятие шута илнĕ. Вĕсене отрасль структурисем тăрăх пайлас пулсан, 33 проценчĕ суту-илÿпе обществăлла апатлану ĕçĕсене йĕркелесе пыраççĕ. Ял хуçалăхĕ – экономикăн тĕп шăнăрĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 28 проценчĕ ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессипе тимлет. Продукцие ĕçлесе хатĕрлекен производствăна – 23, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăна – 10, строительствăна 6 процент тивĕçет.

Палăртнă сферăсенче 2181 çын ĕçлет, вĕсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 21764 тенкĕпе танлашать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен тавар çаврăнăшĕ 2020 çулта 1,0 процент ÿснĕ – 2 миллиард та 5 миллион та 800 пин тенкĕпе танлашнă.

2020 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем 3 инвестици проектне /пурĕ 60,5 миллион тенкĕлĕх/ пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсем вырăнти бюджета 50,0 миллион тенкĕ налук тÿленĕ.

«Манăн бизнес» форума хутшăннă республика представителĕсем «Промсервис» НПО ООО предприятие ?сăн ÿкерчĕкре/ тата Леонид Григорьев уйрăм предпринимателĕн ритуаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен предприятине çитсе курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code