Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Регион проектне – пурнăçа

Регион проектне – пурнăçа

Кăçал «Чăваш Республикин пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондне çирĕппĕн пĕчĕклетсе пырассине тивĕçтересси» регион проектне ĕçе кĕртессишĕн пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртнă.

ЧР Строительство министерстви çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче юхăннă çуртсене юсакан подряд организацийĕсене малтанхи тапхăрта суйласа илесси çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем нумай хваттерлĕ ахаль тата культура еткерлĕхĕн объекчĕсен шутне кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансен пĕрлехи харпăрлăхĕнчи куçман пурлăха, лифт оборудованийĕпе шахтине тĕпрен юсаççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсене техника тĕлĕшĕнчен тĕпчесе хак параççĕ, тĕп юсавпа тата лифтпа çыхăннă проектсен ĕçĕсене хатĕрлеççĕ, хăйсем çине илнĕ ытти тĕллеве пурнăçлаççĕ.

Конкурса хутшăнмалли заявкăна подряд организацийĕсем çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăратаççĕ, çак уйăх вĕçлениччен ăна пăхса тухмалла. Капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан, çĕнĕрен палăртакан организацисен ячĕсем утă уйăхĕнче паллă пулаççĕ, вĕсене квалификациллĕ предприятисен реестрне кĕртеççĕ.

Сăмах май, Раççей Правительствин 2020 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 424-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн коронавирус эпидемине пула çĕршыври, çав шутра Чăваш Енри, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пĕрлехи харпăрлăхĕнчи куçман пурлăхне тĕпрен юсама вăхăтлăха чарнă пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code