Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нематода: çĕр улми тăшманĕ

Нематода: çĕр улми тăшманĕ

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ карантин объекчĕсем пирки асăрхаттарать.

Республикăри карантин объекчĕсенчен пĕри – çĕр улмин ылтăн нематоди /ЗКН/. Вăл çĕр улмире глободероз чирне пуçарать. Çавна май тухăçа 30-80 процент таран çухатма пултарать. Нематода вирусĕсем 15 çул таран упранаççĕ.

Асăннă карантина республика территорийĕнче 2007 çулта, хушма хуçалăхсен участокĕсенче, кĕртнĕ. Усал чире пысăк хуçалăхсенче асăрхаман. Çакă предприятисенче пусă çаврăнăшне пăхăннипе те çыхăннă.

Çĕр улмин ылтăн нематоди республикăри 18 районти тата Шупашкарти хушма хуçалăхсен участокĕсенче сарăлнă. Пĕтĕмĕшле лаптăк – 1360,3 гектар. Комсомольски, Елчĕк, Вăрнар, Çĕмĕрле, Патăрьел районĕсенчи уйрăм хуçалăх тытакансен пахчинче чир уйрăмах вăй илнĕ.

Чир-чĕр çулне пÿлес тĕллевпе сиенленнĕ лаптăксене пĕрчĕллĕ культурăсем, пахча çимĕç, техника культурисем акаççĕ. Азот удобренийĕ хываççĕ, участока çум курăкран тасатаççĕ, чир сиенлеймен вăрлăхсем лартаççĕ.

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ылтăн нематода чирĕпе сиенленнĕ тăпра ял хуçалăх инвентарьне, пушмака çыпçăнса çĕр улмине, вăрлăха сарăлать.

Нематодăна хирĕç кĕрешмелли агротехника мелĕсенчен пĕри – пусă çаврăнăшĕ. Чирлĕ лаптăка 4 çулта пĕр хутчен çĕр улми лартмалла. Пĕрремĕш çулхине хире пăрçа йышши, пĕрчĕллĕ культурăсене /сăмахран, люпин/ акни е çĕртме тума хăварни тăпран 50 процентне сиплет.

Лартас умĕн вăрлăха ылтăн нематодăпа чирлеменнине тĕрĕслемелле. Çĕр улми çитĕннĕ тапхăрта анана сăнаса тăмалла. Çакă глободероза çийĕнчех асăрхама, сарăлма памасăр тĕп тума май парать.

2020 çулта та управлени специалисчĕсем карантинри фитосанитари зонинче çĕр улми лаптăкĕсене тĕрĕслесе тăма палăртаççĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code