Коронавирус пĕтĕм планетăна кисретет тени – пĕртте ÿстерсе калани мар.
Виçĕмкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин каллех, çак кунсенче иккĕмĕш хут, телекурав урлă чĕнсе каларĕ. Медицина, пурнăçа тивĕçтерекен ытти тытăм ĕçченĕсене тав тунă май «ĕçлемен» эрне коронавируспа кĕрешес енĕпе пысăк усă панине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Владимир Владимирович шучĕпе, «эпир аслă ăрăва, ача сачĕсене, шкулсене, вузсене чиртен упрама пултартăмăр». Анчах хăрушлăх сирĕлмен, тĕнче те, Раççей те пандемин чи пысăк шайĕнчен иртмен. Çакна тĕпе хурса Президент ĕç укçине упраса хăварса ĕçлемен тапхăра çак уйăх вĕçĕччен – апрелĕн 30-мĕшĕччен – тăсма йышăннине пĕлтерчĕ. Пурнăçа тивĕçтерекен тытăмсем хальчченхи пекех ĕçлĕç, ыттисен «кану» вăхăчĕ тăсăлать. Анчах тĕрлĕ регионта, тĕрлĕ муниципалитетра – тĕрлĕ лару-тăру. Çавна май Владимир Владимирович субъектсен ертÿлĕхне тивĕçлĕ полномочисем парассине çирĕплетрĕ: регионсенчи лару-тăрăва кура вĕсем сыхлăхăн мĕнле мерисемпе усă курассине, хăш тытăмсем ĕçлессине, хăшĕсем ĕçлемессине хăйсем палăртĕç. Çийĕнчен Владимир Путин çĕршыври лару-тăру мĕнле аталаннине тĕпе хурса хайхи ĕçлемен уйăха кĕскетме пултарасси çинчен те каларĕ.
Асăрхаттарчĕ: экономикăри тăнăçлăх тĕп вырăнта пулмалла, ĕç вырăнĕсене тата граждансен тупăшĕн шайне упраса хăвармалла.
Чăваш Енри лару-тăрăва илес пулсан, медицина енĕпе 1700 ытла çынна тĕрĕсленĕ. Сăнаса тăраканнисен шучĕ – пине яхăн çын. Шел, республика та инфекцирен упранаймарĕ: малтанах пĕртен-пĕр çынна шута илнĕччĕ, виçĕмкун тепĕр çын коронавируспа чирлине палăртнă. Çак хĕрарăм Нижневартовскра пропискăра тăрать, анчах юлашки вăхăтра Мускавра ĕçленĕ. Инфекци тĕлĕшпе тĕп хуларах анализ панă, анчах унăн кăтартăвĕсене кĕтсе илмен, хăй тĕллĕн изоляцире пулмалли йĕркене пăхăнмасăр çула тухнă – Чăваш Ене çитнĕ /мĕнле тĕллевпе – паллă мар/.
Анализ вăл чирлине çирĕплетсенех Мускавсем çакăн пирки Шупашкара пĕлтернĕ, хĕрарăма васкавлă медпулăшу больницине вырнаçтарнă. Унăн типĕ ÿслĕк пур, ытти енчен хăйне йĕркеллĕ туять. Тивĕçлĕ тытăмсем хĕрарăм кунта хутшăннă çынсене тупса палăртас енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтереççĕ. Телее, унашкаллисем йышлă мар, мĕншĕн тесен инфекциллĕскер кунта виçĕмкун кăна çитнĕ, нумай çынпа хутшăнса ĕлкĕреймен.
Çак информацие илнĕ хыççăнах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус сарăласран сыхланмалли хушма мерăсем йышăнма хушнă.
– Чирлĕскере пĕр тăхтамасăр изоляциленĕ, тивĕçлĕ мероприятисем ирттереççĕ, – тенĕ Олег Алексеевич çак тĕслĕхре медицина тата право хуралĕн органĕсем лайăх ĕçленине палăртса. – Çакăнпа пĕрлех хушма мерăсем кирлине те куратăп. Чăваш Ене чикĕ леш енчен кăна мар, çĕршывăн ытти регионĕнчен килекен çынсене тĕрĕслессине те вăйлатмалла. Унсăр пуçне карантин йĕркине пăхăнмалли режима та çирĕплетмелле. Çынсем урамра сăлтавсăр пулмалли майсене чакарас тĕллевпе пропусксемпе ирĕксен механизмне хатĕрлемелле. Çак мерăсем кирлине республикăра пурăнакансене ăнлантарса памалла.
Регион ертÿçи хушнипе çак тата ытти хушма мерăна çывăх вăхăтрах тишкерĕç.
Пĕлсе тăма: «хĕрÿ лини» телефонĕсем
Оперативлă штаб: 8 /800/ 200-01-12.
Роспотребнадзорăн пĕрлехи консультаци центрĕ: 8 /800/ 555-49-43.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ: 8 /8352/ 58-27-27.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви: 8 /8352/ 26-14-14.
ЧР Вĕренÿ министерстви: 8 /8352/ 58-37-89.