ятпа Зинаида Портнован статйи пичетленнĕ хыççăн редакцие шăнкăравлакансем те пулчĕç. Коронавирус ача вăййи мар, çăмăлттайлăха каçармасть – çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăватăн вĕсенчен.
Николай КИРИЛЛОВ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ /Вырăскасси ялĕ/:
– Тĕлĕнмелле: коронавирус тăшман пек пĕтĕм тĕнчене тенĕ пек ярса илчĕ. Иртнĕ вăрçăра пĕтĕм халăх пĕр тĕллевлĕ пулнипе çĕнтерме пултарнă фашизма. Халĕ те пирĕн çав пĕрлĕхе кăтартмалла. Инфекци пуринчен те – пĕчĕк ачаран пуçласа ватă таранччен сыхлăха, яваплăха çирĕплетме хистет. Карантин вăхăтĕнче ятарлă йĕркене пăхăнсан çеç çак муртан хăтăлăпăр. Апла пулсан килтен сăлтавсăр тухса çÿрер мар.
Рифкат ХАРИСОВ, районти ветерансен канашĕн членĕ/Сăрьел ялĕ/:
– Çĕр самаях типсе çитрĕ те, куллен пахчара кăштăртататпăр. Ытти ĕç те пайтах. Унта-кунта тухса çÿреме вăхăт та çук тĕрĕссипе.
Çакна та каласшăн: вирусран хăраса пăлханса ÿкни, ялан кулянни вырăнлă мар. Çакă пушшех чире яма, вăраха кайнă амаксем хăйсем çинчен аса илтерме пултараççĕ. Тĕрĕс кун йĕркипе пурăнни – чи лайăх эмел. Килтех пулар-ха: ĕçлер, хаçат-журнал е интереслĕ пĕр-пĕр хайлав вулар, мăнуксене пăхар…