Паян, апрелĕн 15-мĕшĕнче, çĕнĕ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе туса хунă оперативлă штабăн ĕçлĕ ушкăнĕ черетлĕ тÿрĕ лини ирттерет. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пырать. Ыйтусене /8352/ 26-00-36 номерлĕ телефонпа 12 сехетрен пуçласа 13 сехетчен йышăнаççĕ.
Республикăра пурăнакансен чи анлă сарăлнă ыйтусен хуравĕсене «Время помогать» сайтра вырнаçтарнă.
Тÿрĕ линие «Чăваш Енĕн наци телевиденийĕпе», «Чăваш наци радиовĕпе» тата «Тăван радиопа» трансляцилеççĕ.