Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăнкунра килте юлсан аванрах пулмĕ-и?

Мăнкунра килте юлсан аванрах пулмĕ-и?

Усал чир – коронавирус парăнасшăн мар. Инфекципе сиенленекенсен хисепĕ нумайлансах пырать.

Мăнкун умĕн, иртнĕ вырсарникун Кăчкă праçникĕнче, пушшех, Чăваш Енри чиркÿсенче халăх çав-çавах йышлăн пуçтарăнни хăрушлăха тата ÿстернĕ. Çитменнине, унта ватăсем, хавшак сывлăхлă çынсем ытларах пулнă-çке. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Варнава Митрополит пулăшуçипе тĕл пулса калаçнă.

– Турра ĕненекенсемшĕн кĕл тумалли майсем юлччăр, анчах хăрушсăрлăх пирки те манма юрамасть, – тенĕ вăл. Ку чухне питех те асăрхануллă – тĕн тытăмĕ патшалăхпа çыхăнман институт пулнине асра тытса Роспотребнадзор управленине тивĕçлĕ мерăсем çирĕплетме ыйтнă.

Çапла майпа эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе республикăра коронавирус чирĕ аталанассине чарса лартас тĕллевпе тунтикунран – ака уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ йышăну вăя кĕнĕ. Уйрăммăн илсен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев уйрăм хушу кăлариччен республика территорийĕнче пысăк ушкăн хутшăннипе иртекен тĕн мероприятийĕсене вăхăтлăха ирттерме чарнă. Унсăр пуçне, вилнĕ çынна юлашки çула ăсатма çывăх тăванĕсем хутшăннине шута илмесĕр, граждансем Мăнкун эрнинче, хăш-пĕр ялсенчи пек, ушкăнпа масар çинче пуласран асăрханмалла. Коронавирус инфекцине малалла аталанма парас мар тĕллевпе йĕркелекен çак ĕçсене Шалти ĕçсен министерствинче çирĕп контроле илеççĕ, апла пулсан, республикăри полици сотрудникĕсен кулленхи яваплăхĕ тата ÿсме кирлĕ.

Пирĕн сывлăх – хамăр алăра. Самоизоляци режимне пăхăнас йĕркене те ахальтен шутласа кăларман. Çак эрнере килекен çутă уява – Мăнкуна хăнăхнă йăлапа чиркÿре кĕтсе илес текенсем те нумаййăн пулнине пĕлсе тăратпăр. Анчах кăçалхи лару-тăрура тытăнса тăрар мар-и? Мăнкунра килте юлсан аванрах пулмĕ-и?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code