Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Компьютер вĕрентекене улăштараймĕ, çапах…

Компьютер вĕрентекене улăштараймĕ, çапах…

Юлашки вăхăтра коронавирус инфекцийĕ Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, сарăлнăран аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе техникумсенчи, колледжсенчи студентсем кăна мар, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи вĕренекенсем те дистанци мелĕпе пĕлÿ илеççĕ. Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерстви малтанах шкулсемпе вĕренекенсене пулăшса вĕренÿре пулăшакан Интернет-ресурссене палăртнă. Министерство сайтĕнче 20 яхăн Интернет-платформа çирĕплетнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – «Раççейри электрон шкул» тата «Мускаври электрон шкул» – патшалăхăн. «Раççейри электрон шкул» платформăна «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унта 1-11-мĕш классене валли 31 предметпа тулли вĕренÿ курсĕ пур. Платформăра тĕрлĕ задачăсем шутламалли, видеороликсемпе паллашмалли, хăйсем тĕллĕн пĕлĕве аталантарса ăна тĕрĕслемелли заданисем тата ытти каталогсем те чылай.

Иккĕмĕш эрне вĕрентекенсем шкул ачисене килте ларса пĕлÿ параççĕ. Паллах, нимĕнле компьютер та вĕрентекене улăштараймĕ, çапах та паянхи çăмăл мар тапхăрта çак пулăм калама çук пысăк пĕлтерĕшлине, дистанци мелĕпе вĕренесси вăхăтлăх пулнине кашниех лайăх ăнланать. Апла пулсан чăтăмлăхпа ăнланулăх кăна кирлĕ. Чи хакли – ачасен сывлăхĕ.

Районти шкулсемпе учительсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ çак çĕнĕлĕхе мĕнле йышăннă? Ыйтăва уçăмлатас тесе вĕренÿ ĕçĕпе тачă çыхăннă çынсемпе телефонпа калаçрăмăр.

М.ЧЕРНОВА, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ:

– Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче 1691 ача пĕлÿ илет. Вĕсем пурте дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. 3-шĕн Интернет çукран учительсем вĕсене тĕрлĕ меслетсемпе усă курса пĕлÿ параççĕ. Шкулсенче уроксем миçе сехетре пуçланнă – халĕ те çаплах. Вĕренÿ расписанийĕпе килĕшÿллĕн ачасем пур предметпа та пĕлÿ илеççĕ. Мĕнле ĕлкĕрсе пынине шкул, класс ертÿçисем тишкерсех тăраççĕ. Çавăн пекех чылай маларах ĕçе кĕнĕ электронлă журнал ашшĕ-амăшне ывăл-хĕрĕ мĕнле вĕреннипе интересленме май парать. Паян ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те компьютерпа тачă çыхăнура. Районти вĕрентекенсем çĕнĕ технологисене тахçанах алла илнĕ пулсан та малтанлăха хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухнă-ха, çапах вĕсене часах пĕтерме ăсталăх çитернĕ. Çавăн пекех пирвайхи эрнере кашни яла Интернет хăвачĕ çитейменни те палăрнă. Ку чухне педагогсемпе шкул ачисем маларахах пĕр-пĕринпе çыхăнмалли меслетсем тупни – тĕрлĕ социаллă сетьсем урлă сайтсем, ушкăнсем йĕркелени пулăшу кÿнĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем кăна мар, пуçламăш классенче пĕлÿ илекенсен ашшĕ-амăшĕ те пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан тÿрех учительпе çыхăнса хурав илееççĕ.

Дистанци урокĕсем 30 минут пыраççĕ. Кашни урок хыççăн – тăхтав. Вĕренекенсем шкулти пекех сочиненисем çыраççĕ, презентацисем йĕркелеççĕ, календарьти уявсемпе конкурссене, предметсен эрнисене хутшăнаççĕ.

Дистанци мелĕпе пĕлÿ илсен те тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсен вĕренÿ çулĕ майăн 23-мĕшĕнче вĕçленĕ. Коронавирус сарăлнине пулах пĕтĕмлетÿ аттестацийĕсен, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кунĕсене каяраха хăварнă. Çавăн пекех 9-мĕшсем обязательнăй предметсемпе кăна – вырăс чĕлхипе тата математикăпа, вунпĕрмĕшсем обязательнăй тата хăйсем суйланă предметсемпе ППЭ тытĕç. Ытти шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене кĕркунне çырĕç.

Т.НИКОЛАЕВА, Курнавăш шкулĕн директорĕ:

– Шкулти 101 ача та дистанци мелĕпе вĕренет. Педагогсем тĕрлĕ Интернет-платформăпа усă кураççĕ. Ытларах WhatsApпа туслă çыхăну тытаççĕ. Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулсан та нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен пурнăçĕ çăмăлах мар. Вĕсем кашни ача валли Интернетпа çыхăнтарнă компьютер е ноутбук, смартфон… туянаймаççĕ. Çавăнпа та 9, 11 классенче вĕренекен 10 ачана вăхăтлăха усă курма шкулти компьютерсене патăмăр. Вĕренÿ мĕнле пыни пирки интересленсе ашшĕ-амăшĕпе калаçатпăр. «Килте тумалли ĕçсене нумай памаççĕ-и?» – тесе те интересленетпĕр. «Малтанхи эрне йывăртарахчĕ, халĕ хăнăхатпăр», – теççĕ вĕсем. Çамрăк ашшĕ-амăшĕ кăна мар, кукамăшĕ-асламăшĕ те мăнукĕсемпе урок тунине пĕлтереççĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене ашшĕ-амăшĕ пулăшни кирлех.

А.ПОРТНОВА, Кушкăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ:

– Ирхине уроксем перекличкăран пуçланаççĕ. Ятарлă планпах ĕçлетпĕр. Паллах, килте ĕçлени шкултипе танлашаймĕ. Ачасене куçран пăхса калаçса вĕрентес килет. Килти ĕçсене вĕренекенсем тĕрлĕ вăхăтра ярса панăран çĕрĕпе те ларма тивет. Çемьере виçĕ ача вĕренекенсем те, Интернета тухакан кĕсье телефонĕ çуккисем те пур. Ун пеккисене ăнланатпăр, аппăшĕ-пиччĕшĕн телефонĕсем çине уроксен темисене, ĕçсене ярса паратпăр. Уроксем хыççăн ачасен кăмăл-туйăмĕпе те кăсăкланатпăр.

О.ИВАНОВА, икĕ ача амăшĕ:

– Ачасем урама тухмаççĕ, чир хăрушлăхĕ пирки лайăх ăнланаççĕ. Пушă вăхăт сахал вĕсен, яланах учительсемпе çыхăнура. Кăçал тăхăр класс пĕтернĕ-рен тăрăшсах экзаменсене хатĕрленеççĕ. Шкула каяс килнине те, юратнă вĕрентекенĕсемпе юлташĕсемшĕн тунсăхланине те пытармаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code