Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Административлă ĕç пуçарнă

Административлă ĕç пуçарнă

Чăваш Республикин территорийĕнче коронавирус чирĕпе кĕрешмелли мерăсене вăйлатса уйрăмах çивĕч хатĕрленÿ режимне туса хунă май район прокуратури суту-илÿ çурчĕсенче санитарипе эпидемиологи требованийĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев 4 суту-илÿ точкинче тата финанс пулăшăвĕ паркан пĕр организацире йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем пуррине тупса палăртнă. Вĕсенче тирпейлемелли, тасатмалли инвентарьсем тата дезинфекци тумалли хатĕрсем çителĕксĕр пулни, организацисенче ĕçлекен çынсен ÿт температурине куллен виçессине ĕçе кĕртменни тата çак тапхăрта ĕçлеме ирĕк панине çирĕплетекен справкăсемпе тивĕçтерменни палăрнă.

Çавна май 3 уйрăм предприниматель тата должноçри 2 çын тĕлĕшпе РФ КоАП 20.6.1. статйин 1 пайĕпе административлă ĕç пуçарнă, материалсене миравай суда çитернĕ.

В.ПУТЯКОВ,
Елчĕк район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code