Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта ĕçлекен 65 çулхи çынсене больница листи парас йĕрке пирки ыйтса пĕлекенсем сахаллăн мар. Сирĕн ыйтăвăрсем çине Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн специалисчĕсем хуравлаççĕ:
– Эпĕ 65 çултан иртнĕ. Ĕçлетĕп. Карантина пула мана апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен ĕçрен хăтарни çинчен хут панă. Ĕç паракан мана апрелĕн 13-мĕшĕнчен дистанци мелĕпе ĕçлеттерме планлать. Ку чухне мĕнле йĕркепе тÿлеççĕ?
– Ĕç параканăн 65 çулхи тата унран аслăрах ĕçченсем пирки самоизоляци режимне йĕркелемелле. Сирĕн апрелĕн 20-мĕшĕнчен дистанци мелĕпе ĕçлеме ирĕк пур.
– Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче эпĕ 65 çул тултартăм. РФ Правительствин 2020 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи 402-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн мана карантина пула больница листи параççĕ-и?
– Маларах асăннă йышăну ĕç килĕшĕвĕпе ĕçлекен гражандсем валли кăна. Унпа 1955 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче тата маларах çуралнисем усă курма пултараççĕ.
– РФ Правительствин кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи 402-мĕш йышăнăвĕнче карантина пула ĕçлеме пултарайман хут тÿлевне хăш тапхăрта парса татаççĕ?
– Ăна 65 çулхи тата аслăрах ĕçлекен страхланнă граждансене /электронлă майпа больница листи панисене/ пособие çичĕ календарлă кунра тÿлеççĕ.
– 65 çулхи тата унран аслăрах ÿсĕмри ĕçлекен çын самоизоляци режимне пăснăшăн мĕнле яваплăх тытĕ?
– РФ Правительствин апрелĕн 1-мĕшĕнчи 402-мĕш йышăнăвĕн 11-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн самоизоляци режимне пăхăнмасан Социаллă страхлав фончĕ панă тÿлеве шыраса илет.