Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкулпа, ачасемпе халĕ те тачă çыхăнура

Шкулпа, ачасемпе халĕ те тачă çыхăнура

50 çул шкулта ĕçленĕ вăл. Елчĕк вăтам шкулне вара çĕршывĕпех чапа кăларнă. Совет Союзĕпе «СССР халăх учителĕ» ята 82 çын тивĕçнĕ пулсан, Чăваш Енрен çак сумлă ята 1 вĕрентекен – Елчĕк ялĕнче пурăнакан Петр Никифорович Чернов тивĕçнĕ. 1980 çулта çак хисеплĕ ята илнĕ 28-мĕш çын пулнă вăл.

1929 çулта апрелĕн 25-мĕшĕнче /чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă кун/ çут тĕнчене килнĕ вăл. Çемьере 8 ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Петр вĕренсе пĕлÿ илес тĕллевпе ялтан чылай çухрăмри Çĕнĕ Пăва шкулне куллен çÿренĕ. 1945 çулта шкул пĕтерекен ачасене аттестат парасси çинчен йышăну тухнă. Районти экзамен комиссийĕ Елчĕкре пулнă. Петр Чернов 14 предметпа экзамен тытма 18 çухрăмри Елчĕке çуран çÿренĕ. Пăва шкулĕнчен иккĕн анчах алла аттестат илнĕ вĕсем – Елчĕк шкулĕнчен тăваттăн документлă пулнă.

Курнавăшри 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ чух Петр Никифорович эрнере 29 урок ирттернĕ. Математика, физика, рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ вăл. Электричество пулман ун чухне, тетрадьсене çĕрĕпе лампа çутинче тĕрĕсленĕ.

– Ачам, кăштах çăмăлрах ĕç те пур пулĕ ĕнтĕ. Çамрăкрах чух урăх вырăна куçмăн-ши? Ытла та йывăр ĕç ку, кăштах та канма çук, – тенĕ ирпе çывăрса тăрсан амăшĕ Ирина Федоровна.

Яланах лăпкă та сăпайлă, ырă çын пулнипе, воспитани ĕçне лайăх пĕлнипе уйрăлса тăнă вăл.

Петр Чернов шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1966-1989 çулсенче Елчĕк вăтам шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. 1964 çулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, 1970 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене тивĕçнĕ. СССР халăх учителĕн ятне пысăк совет энциклопедине кĕртнĕ.

Ертÿçĕ пулма çирĕплетнĕ вăхăта вăл çапларах аса илет:

– 1966 çулта районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ чĕнсе илчĕ те шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлемелли пирки каларĕ. Пĕр машина хăма турттарса килсе шкул урайне сартăмăр. Районтан ырларĕç. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан коллегие чĕнсе илчĕç. Шупашкартан килнĕ ЧР Вĕрентÿ министрĕ Георгий Сидоров ыйту парать: «Ну, Петр Никифорович, директорта ĕçлеме кăмăл пур-и?». Çуккине палăртса пуçа пăркалатăп. «Пирĕн кăмăла ыйтмаççĕ, парти ăçта ярать, çавăнта ĕçлемелле», – ăнлантарать вăл. Маншăн сасăларĕç, çирĕплетрĕç, саламларĕç… Çапла директор пулса тăтăм. Директорăн ачасемпе ĕçлеме вăхăт юлмасть, манăн вара питĕ ачасемпе ĕçлес килетчĕ.

Малтанах çине тăрса ĕçлекен коллектив йĕркелеме тĕв тытрăм. Педканашсене наукăпа практика конференцийĕ пек ирттереттĕмĕрччĕ, çивĕч ыйтусемпе анчах калаçнă. Ашшĕ-амăшĕ валли «Педагогика пĕлĕвĕсен университетне» йĕркелерĕмĕр. Кашни эрнере каçхине пĕр хут иртекен занятисене 200 ытла ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Уйăхăн пĕрремĕш кĕçнерникунĕнче педагогсем халăхпа тĕл пулнă, предприяти-организацисене, фермăсене çитсе килнĕ. Учителĕн çитменлĕхне асăрхасан каламаллине коллектив умĕнче мар, уйрăммăн чĕнсе калаттăмччĕ. «Иккĕ» паллă нумай лартакан учительсене пÿлĕме пыма ыйтаттăм, вĕсемпе те уйрăммăн калаçаттăм.

– Ара, предмета нимĕн те пĕлмест те, – тетчĕç сăлтавне ăнлантарма ыйтсан.

– Пурне те пĕлсен учитель кирлĕ те мар ачана. Пире вĕсене вĕрентме янă, – ăнлантараттăм педагогсене.

«Эсир хăвăр иккĕ паллă лартнă-и?» – ыйту çине вара вăл çапла хуравлать: «Питĕ сайра. Ку паллă ачан кăмăлне анчах хуçать. Вăл урока пĕлмесен: «Çителĕклĕ вĕренмен эсĕ, тепрехинче ыйтатăп», – теттĕмччĕ. Тăрăшатчĕ ача, вĕренетчĕ».

Вĕренĕве пĕлсе йĕркеленĕрен шкул хыççăн аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ те пысăк пулнă. Çакăн пирки педагог çапларах аса илет:

– Елчĕк шкулĕнчен тухакансен 33 проценчĕ çулсеренех аслă шкулсене кĕнĕ. 18 ялтан çÿрекен 1200-е яхăн ача пĕлÿ илетчĕ кунта. Пирĕн шкул опычĕпе паллашма Мускавра ВДНХра ятарлă павильон уçнăччĕ. Совет Союзĕпе паллă шкул шутланнă. Пирĕн шкултан 14 наука докторĕ, Чăваш Республикин 24 тава тивĕçлĕ учителĕ, 1 Социализмла ĕç Геройĕ вĕренсе тухнă.

Петр Никифорович 90 çултан иртнĕ пулсан та шкулпа тачă çыхăнура. Паян та ырă канаш-сĕнÿпе пулăшать вăл педагогсене.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code