Е.МИХАЙЛОВА, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи:
– РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусен шутĕнче çынсен социаллă прависене хÿтĕлессипе çыхăнни нумай. Çав шутра – çемьене, ачасене, амăшлăха, ашшĕлĕхне хÿтĕлесси пирки калаканнисем те.
Çĕнĕ Конституцири питĕ пĕлтерĕшлĕ самант – тăлăха юлнă ачасене патшалăх хăй хÿттине туллин илесси çинчен калани.