Полици сотрудникĕсем граждансене хĕç-пăшалпа усă курма, вĕсене туянма е упрама, илсе çÿреме ирĕк паракан лицензисене вăхăтра илме тата тăстарма, хĕç-пăшалпа усă курас тата упрас йĕркесене çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ.
Кăçал лицензисене илмелли е тăстармалли тапхăра апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен пурнăçлама палăртнăччĕ. РФ Правительствин 2020 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çак тапхăра 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăснă.
Л.НИКИФОРОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи Комсомольский» уйрăмĕн сотрудникĕ.