Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çемьере лăпкăлăх хуçалантăр

Çемьере лăпкăлăх хуçалантăр

Коронавирус чирне пула шкулта вĕренекенсен ирĕксĕрех дистанци мелĕпе пĕлÿ илме тивет. Çакă чи малтанах ашшĕ-амăшĕ умне йывăрлăхсем кăларса тăратать. Мĕн пĕлмелле-ха вĕсен кун пек чухне?

Пирваях ачасен халĕччен хăнăхнă кун йĕркине тытса пыма тăрăшмалла. Ăна тăруках, кĕтмен çĕртен улăштарни ачасене пăлхантарса нерв тытăмне сиенлетме пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисен ачисене пиртен килмен улшăнусене лăпкăн йышăнса чăтса ирттерме пулăшмалла. Ача çак пулăма мĕнле йышăнасси аслисем хăйсене мĕнле тытнинчен килет. Вĕсен вара хăйсене яланах лăпкă тытмалла, ачисем паракан ыйтусем çине хурав тупма пĕлмелле.

Дистанци мелĕпе мĕнле вĕренмелли çинчен шкултан паракан сĕнÿсене шута илме тăрăшмалла. Шкул администрацийĕ е класс ертÿçи сĕнекен канашсем çине таянса ĕçлемелле, айккинчен кĕрекен хыпарсене итлесе пăтранмалла мар. Çав вăхăтрах аслисемпе ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле дистанци мелĕпе ирттерекен уроксене хатĕрленни те усăллă. Вĕсемпе пĕрле пĕр-пĕр ыйтăва сÿтсе явни те ачасене вĕренме хавхалантарать. Çакă ашшĕ-амăшне хăйсен ывăл-хĕрне ытларах пĕлме май парать.

Пиртен килмен пулăма пула килте ларнă чухне те вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн таврара мĕн пулса иртнине пĕлсех тăмалла. Çав вăхăтрах ачасем интернет урлă тĕрлĕ-тĕрлĕ кирлĕ мар хыпарсем илтесрен сыхланмалла. Кунĕпе интернетра ларни ырă патне илсе çитерес çук. Çавăнпа та хыпарсен лентине ирпе тата çывăрас умĕн пĕр-ик сехет маларах пăхса илни те çителĕклĕ.

Ачана хăй тĕллĕн ĕçлеме те майсем туса памалла. Ăна яланах мĕнле те пулсан ĕç тупса пани те вырăнлă мар. Хăвăрăн килти ĕçĕрсене тума хушса ачана ывăнтарса çитермелле мар. Чи кирли – килте ларма тивни уншăн мĕнле те пулсан айăпшăн явап тытнă пек туйăнмалла мар.

Килте ларсах ачасен юлташĕсемпе, пĕрле вĕренекенсемпе çыхăну тытсах тăмалла. Çакна тума вĕсене телефон та, компьютер та пулăшать. Ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисем пушă вăхăта мĕнле усăллă ирттерме май пуррине тĕрлĕ сĕнÿ-канаш парса пулăшма пултараççĕ.

Л.САЙКИНА,
педагог-психолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code