Коронавирусран хăтăлса пулĕ-и? Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчи кăтартусем республикăра 1439 çын çак хăрушă чирпе сиенленнине çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен 8-шĕ вилнĕ. Елчĕк районĕнче чирлисен хисепĕ – 26 çын.
Чире малалла сарăлма чарса лартас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев малтан – 2020 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Указа хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ: çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пурăнакансене уçăлса çÿреме тата уçă сывлăшра физкультура занятийĕсене ирттерме ирĕк панă. Апла пулин те ку чухне икĕ çынран ытлашши юнашар утмалла мар, хускану тунă чухне пĕр-пĕринчен 5 метр çывăхра пулмалла мар. Маларах хăш-пĕр производство предприятийĕсене, строительство организацийĕсене, халăха пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен сферăсене хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ĕçлеме ирĕк панă. Паянхи куна илсен, ĕçлеме пултаракан организацисен списокĕ улшăнман.
Раççейре самоизоляцире пулмалли тапхăртан майĕпен тухма ирĕк панă пулин те Чăваш Енре хальлĕхе сутÿ-илÿ центрĕсем ĕçлемеççĕ. Мĕншĕн тесен республикăра инфекци сарăлма пултарас хăрушлăх çав-çавах пысăк – 1,28 коэффициентпа танлашать. Урăхла каласан, чирлĕ пĕр çын темиçе çынна чир ертме пултарать. Олег Николаев медицина организацийĕсенче чирлĕ çынсене вырттарма койкăсем çитменнине те пытармасть. Çакна шута илсе халĕ хуласен хушшинче çÿрекен автобус маршручĕсене çÿреме чарнă. Муниципалитетсен хушшинче çÿрекеннисен ятарлă пропуск илмелле, вĕсен пассажирсене илсе çÿрекен транспорта дезинфекци тумалла. Автобусра çын нумай пулмалла мар. Сыхлăха, яваплăха тата çирĕплетме хистекенни – лавккасенче пулнă вăхăтра, обществăлла транспортпа, таксипе çула тухнă чухне те пит-куçа маскăпа хупласси. Паллах, районта та маска режимне çирĕплетнĕ – халĕ сăмса-çăвара маскăпа хупламасăр пĕр лавккана та пырса кĕреймĕн, ытти обществăлла вырăнсене те тухса çÿреймĕн. Йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа явап тытма тивет. Анчах пирĕншĕн штраф тÿлени мар, чи малти вырăнта – хăрушсăрлăх! Пытармалли çук, пирĕн хушăмăрта çакна тивĕçлипе йышăнман, харпăр хăй ăнлавĕ çирĕпленсе çитеймен çынсем те сахалах мар. Граждансене республикăра çĕнĕрен вăя кĕнĕ хушма мерăсем çинчен ăнлантарса парас тĕллевпе кĕçнерникун мобильлĕ ушкăн членĕсемпе – район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе – Алена Быковăпа, районти полици пайĕн участокри аслă инспекторĕпе – Григорий Шадриковпа пĕрле халăх ытларах çÿрекен «Пятерочка», «Магнит» лавккасенче пулса куртăмăр. Эрне варри пулнăран-и, тавар туянакансем ытлашши нумаях курăнмарĕç. Апла пулин те хăйсене, ыттисене вирус ересрен асăрханса маскăпа хупланман çынсене пĕрин хыççăн тепĕрне куртăмăр. Эрех-сăрапа суту-илÿ тăвакан «Бристоль» лавккара çирĕп йĕрке: маскăсăр алăк урлă ура ярса пусакан кашни çыннах сутуçăсем пĕр хутчен усă курмалли тÿлевсĕр маскăсене алăран тыттараççĕ. Хÿтĕлев хатĕрĕсене сутлăх валли те нумай кÿрсе килнĕ, хаклă та мар – пĕр маска 19 тенкĕ анчах.
Район центрĕнчи парикмахерскисенче, /вĕсем пурĕ –7/ самоизоляци режимĕнчен майĕпен тухма ирĕк панă хыççăн, ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе янă. Вĕсем клиентсемпе ĕçленĕ чухне пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таран ятарлă çи-пуç тăхăнаççĕ. Çапла майпа парикмахерсем хăйсене, ыттисене те хăрушлăхран сыхлаççĕ.
Елчĕкри строительство картишĕсенчи ĕçе вара дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Йĕркене пăхăнни – аван…
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ÿкерчĕксенче: «Бристоль» лавккари сутуçăсем. Кунта эрех-сăра анчах сутмаççĕ, маскăсемпе те тивĕçтереççĕ; «Магнит» лавккари тавар туянакан вара хăрушсăрлăх çинчен «мансах» кайнă пулас