Пятница, Июнь 5, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > «Лайкран» асăрханăр!

«Лайкран» асăрханăр!

Хальхи вăхăтра Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав шалти тата пĕтĕм тĕнчери политикăн тухăçлă инструменчĕ шутланать.

Шел те, чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ÿстерме тата хĕтĕртме, общество ăс-тăнĕпе урăх майлă усă курма пăхаççĕ. Интернетри страницăсенче теприне хурласран, тĕрлĕ сайтсенче иккĕленÿллĕ информацисене «лайк» хурасран асăрханăр. Çакă суд тенкелĕ çине те илсе çитерме пултарать.

Сăмах май, экстремизм çулне пÿлес тĕллевпе Федерацин «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси» саккунĕнчи требованисене пурнăçа кĕртсе çĕршывра «Раççейри экстремистла материалсен пĕрлехи пĕтĕм списокне» хатĕрленĕ. Списокпа Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин сайтне кĕрсе паллашма май пур.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code