Воскресенье, 26 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призыв ĕçĕнчи çĕнĕлĕх

Призыв ĕçĕнчи çĕнĕлĕх

Çулсерен апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра çурхи призыв кампанийĕ пуçланать. Кăçал коронавирус чирне пула призывниксене çара ăсатас вăхăта кăштах каярах куçарчĕç. Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа тĕл пулнă май призыв кампанийĕпе çыхăннă паянхи çивĕч ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр. Майăн 20-мĕшĕнче вăл районта пулса тĕп больницăри медперсоналпа, ял тăрăхĕсенчи çарпа учет енĕпе ĕçлекен специалистсемпе тата призывниксемпе тĕл пулчĕ.

– Сергей Юрьевич, çĕршывра хăрушă инфекци сарăлни призыв кампанине ирттересси çине мĕнле витĕм кÿчĕ?

– Кăçалхи çурхи призыв кампанийĕ яланхиллех ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ку призывра çар учетĕнче тăракан 1993-2002 çулсенче çуралнă çамрăксем салтак атти тăхăнĕç /икĕ районтан – 70 ытла, çав шутран Елчĕк районĕнчен – 30 ытла çамрăк/. Чăваш Республикинче ку цифра 1300-пе танлашать. Ытти çулсенче пулас салтаксене апрель уйăхĕнчех медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларса çар чаçĕсене яма пуçлаттăмăр пулсан, кăçал йĕркене кăштах улăштарма тиврĕ. Апрель уйăхĕнче дистанци мелĕпе ĕçлесе призывниксем пирки тĕрлĕ çăлкуçран даннăйсем пуçтартăмăр. Хальхи вăхăтра вĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Призыв комиссийĕ тухтăрсемпе специалистсен пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса, çемьери лару-тăрăва тишкерсе вĕсен тĕлĕшпе тĕрлĕ йышăну тăвать. Коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас йĕрке çирĕп – призывпа çыхăннă пур мероприятие хутшăннă чухне те çамрăксен температурине виçессине, вĕсене маскăсемпе тата резина перчеткесемпе тивĕçтерессине ĕçе кĕртнĕ.

– Призывниксене çара хăçан яма пуçлатăр?

– Пулас салтаксене çар чаçĕсене июнь уйăхĕн 2-мĕш çурринчен яма планлатпăр. Призывник кăçал алла харăсах çар тата медицина повесткисем илет. Вăл хăш çар чаçне миçемĕш числора тата мĕн вăхăтра çитессине малтанах палăртса хураççĕ. Килтен тухса кайма 5 кун юлсан унăн вырăнти медицина учрежденине килсе коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртакан тест витĕр тухмалла. Анализсем хатĕр пулсан çамрăка вырăнти призыв пунктĕнчен ятарласа уйăрнă, дезинфекци туса тасатнă автомашинăсемпе /кунтах перчеткесемпе, маскăсемпе тивĕçтереççĕ/ сбор пунктне илсе çитереççĕ. Сбор пункчĕ халĕ малтанхи пек Канашра мар, Шупашкарта вырнаçнă. Унта экспресс-анализ витĕр тухсан /анализсем 1 сехет хушшинче хатĕр пулаççĕ/ пулас салтаксене дезинфекциленĕ ятарлă автомашинăпа палăртнă çар чаçне илсе каяççĕ. Вырăна çитсен призывниксене каллех тепĕр хут тест витĕр кăлараççĕ, малтанлăха вĕсем 2 эрнелĕх карантинра пулĕç. Çакă йăлтах вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тата сывлăхне упрассипе çыхăннă.

Служба срокĕ иртнĕ çулсенчи пекех çулталăка тăсăлĕ.

– Пулас салтаксене мĕн суннă пулăттăр?

– Çĕршыва хÿтĕлесси сăваплă тивĕç. Çак тивĕçе пирĕн ентешсем яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем çарта пулнă май пурнăç шкулĕ витĕр тухаççĕ анчах мар, ÿт-пÿ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕпленеççĕ. Çамрăксене салтак ятне яланах çÿлте тытса каялла ырă-сывă çаврăнса çитме сунатăп.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Сергей Данилов Елчĕкри тĕп больницăра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code