Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерÿшĕн!»

«Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерÿшĕн!»

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи тата унăн союзникĕсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнса кĕни кĕтменлĕх пулнă.

Çав вырсарникун – Раççей çĕрĕ çинче пурăннă пур çветтуйсен уявне паллă тунă кун пулнă. Тăшман Рига, Виндава, Либава, Шауляй, Каунас, Вильнюс, Гродно, Лида, Волковыск, Брест, Кобрин, Слоним, Бобруйск, Житомир, Киев, Севастополь тата ытти хуласем, чукун çулсем, аэродромсем, СССР тинĕс çар базисем çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çак вăрçă этемлĕхĕн историйĕнче чи хăрушă та чи нумай юн тăкнă вăрçă евĕр палăрса юласса ун чухне никам та шухăшлама пултарайман.

Тăшманăн вирлĕ тапăнăвне чи малтанах чикĕ хуралĕн салтакĕсем тÿснĕ. Вĕсем хÿтĕленнĕ анчах мар, малтанлăха контратакăна çĕкленме те хăват çитернĕ. Малтанхи 8 сехетрех совет авиацийĕ 1200 самолет çухатнă, вĕсенчен 900-не аэродромсенче ларнă чухнех бомба пăрахса пĕтернĕ /пурĕ 66 аэродром бомба айне пулнă/.

Вăрçă пуçланни çинчен совет халăхне радио урлă ирхине ирех мар, кăнтăрла тĕлĕнче анчах пĕлтернĕ. Маларах яланхи передачăсем пынă, мирлĕ кĕвĕ янăранă. В.Молотовăн сăмахĕсем çĕршыв халăхне ура çине тăратнă: «Паян, ирхине 4 сехетре, Германи çарĕсем, вăрçă пуçарасси пирки пĕлтермесĕр, пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ…»

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе çара тивĕçлĕ çынсене вăрçа хатĕрлеме пуçланă. «Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерÿшĕн!» чĕнĕве халăх кар! тăрса йышăннă. Пĕр эрне хушшинче 5 миллион ытла çын фронта тухса кайнă.

Минск, Смоленск, Дубно, Ровно тата ытти хуласене çăмăллăн парăнтарма ĕмĕтленнĕ тăшман совет салтакĕн хаяр хÿтĕленĕвĕпе тĕл пулнă. Малтанхи 3 эрнере Хĕрлĕ Çар территорисене тăшман аллине парас мар тесе вирлĕн çапăçнă. Вăрçа кĕтмен Совет Союзне фашистăн вăйлă хатĕрленнĕ çарĕсене хирĕç тăма çăмăл пулман. Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ халăх асĕнчен ĕмĕрне те тухмĕ – шăп çак кун çĕршыв тăшман Смоленск хулине илни пирки пĕлнĕ. Халăхшăн çак пулăм уяр кун аçа çапнипе танлашнă. Мĕншĕн тесен вăл маларах вăрçа аякра – хĕвел анăç енче кĕрленĕ евĕр йышăннă пулсан, асăннă хулана çавăрса илни çĕршыв умне çав тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине чун-чĕрепе туйса илме май панă. Тăшманăн çĕршывăн тĕп хули Мускав патне çитме 360 километр анчах юлсан халăх тата та хаярланнă…

Сахал мар тĕрĕслев витĕр тухнă пирĕн Хĕрлĕ Çар салтакĕсемпе совет халăхĕ. Пур халăх кар! тăнăран анчах эпир тĕнчене ирсĕр фашизмран тасатма пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code