Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Интернет пасар мар

Интернет пасар мар

Коронавирус чирĕ сарăлнине пула самоизоляцире пулнăран лавккасемпе пасарсем ĕçлеменни Интернет çыхăнăвĕнчи суту-илĕве вăй пани пирки калаççĕ. Анчах та кунта ултав серепине лекме те пулать-çке.

Интернетри суту-илÿ тенĕрен, унăн шанчăксăрлăхĕ хаклă тавар вырăнне йÿннине анчах пама пултарни çеç мар. Чылай тĕслĕхре туянакан таваршăн укçа-тенкĕ куçарса парсан сутуçăсем çухалаççĕ те. Хамăра улталаманнине çирĕп ĕненсен çеç укçа-тенкĕ тÿлемеллине е нухратпа тавара алла илсен татăлмалли пирки темшĕн аса та илместпĕр. Çынна ытла шанатпăр-и; Пирĕн шанăçпа вара преступниксем тÿнтерле май усă кураççĕ.

Пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче Елчĕк районĕн çынни машина туянма шут тытнă. «Лада-Приора» хуçи унран малтан пĕр пайне – 100 пин тенкине тÿлеме ыйтсан арçын каланă суммăна куçарса панă. Анчах та автомашина «хуçипе» çакăн хыççăн калаçма май пулман, вăл çухалнă. Автомашинăсăр çеç мар, укçа-тенкĕсĕр те тăрса юлнă çын полицирен пулăшу ыйтнă. Шырав-тĕпчев пуçарнă май оперативниксем çак преступление Челябинск облаçĕнчи 22 çулхи каччă, маларах тепĕр ултавлă тĕслĕхшĕн уголовлă майпа явап тытаканскер /вăл Копейск хулинчи колонире приговор вăхăтне ирттерет/ тума пултарнине палăртнă. Çакăн евĕр тĕслĕхсем юлашки вăхăтра нумайланса анчах пыраççĕ.

Тепĕр тĕслĕхре преступниксем хăйсене банк сотрудникĕ тесе шăнкăравласа пĕлтереççĕ, граждансенчен карттăн вăрттăн кодне тата ытти цифрăсене ыйтаççĕ. ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ асăрхаттарать: çакăн евĕр шăнкăравсем килсен палламан çынсемпе калаçăва тÿрех вĕçлĕр. Ыйтăва банк ĕçченĕсем патне шăнкăравласа е офиса кайса татса парăр, банк карттин тÿнтер енче палăртнă номерĕ çине шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр, илтнĕ хыпара тĕрĕслĕр. Банк ĕçченĕсем карттă çинчи кодсене нихăçан та ыйтманнине асрах тытăр.

Интернет урлă тавар туяннă чух е ытти тĕслĕхсенче питĕ тимлĕ пулăр, хăвăра улталама ан парăр. Çухалнă укçа-тенкĕне тавăрасси иккĕленÿллĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code