Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Асăрханăр, снюс

Асăрханăр, снюс

Иртнĕ çулхи май уйăхĕнчен çĕршывра ачасемпе çамрăксен сывлăхĕпе пурнăçĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан япала çинчен ытларах та ытларах калаçма пуçларĕç. Мĕн-ха вăл? Сăмах снюс çинчен пырать.

Ун çинчен Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Елена Егорова каласа пачĕ:

– Снюс – вĕтетсе йĕпетнĕ табак е синтетика никотинĕпе хутăштарнă, тутăна вăйлатма пулăшакан хутăшсем, ароматизаторсемпе консервантсем хушнă ÿсен-тăран сÿсĕ. Ахаль пируспа танлаштарсан унта никотин питĕ нумай.

Снюс сывлăха питĕ вăйлă сиен кÿрет. Уйрăмах çула çитмен ачасемшĕн сиенлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ тĕрекленсех çитеймен. Усал чăмлака пула ачасем çитĕнеймеççĕ, вĕсен астăвăмĕ чакать. Унпа усă куракансен çăварта стоматит, язва пуçланса каять, шăлсем арканаççĕ. Хăшĕ-пĕри апат тутине те туйми пулать. Çăвартан лайăх мар шăршă кĕрет.

Снюса пĕр хут тутанса пăхнă хыççăн та наркăмăшланма пулать. Çын хăсма пуçлать, çăварĕ типет, сурчăкĕ нумай тухма пуçлать, вар ыратнипе аптăрать, куç шăрши пĕчĕкленет е пысăкланать, сывлама йывăрланса пырать, чĕре хăвăрт тапать. Пуç арпашăнса кайса çын тĕрлĕ сасăсем илтме, куçа тем курăнма пуçлать Каярахпа тăн çухатма пултарать. Йывăр наркăмăшлансан, вăхăтлă пулăшу параймасан çын вилме те пултарать.

Ачасем çак сиенлĕ йăлапа ан туслашчăр тесен ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code