Коронавирус тапхăрĕнче йĕркеленнĕ социаллă экономикăри çивĕчлĕхе пула ĕç рынокĕнчи лару-тăру та çăмăл мар.
ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, çу уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне республикăри ĕçлев службисен органĕсенче 21557 /вăй питти çулхи 3,55 процент/ çын учетра тăнă.
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Работа в России» портал урлă ĕçсĕррисен статусне йышăнма ыйтса çырнă 17,8 пине яхăн заявлени илнĕ.
Ĕç паракансемпе çыхăнса асăннă портал урлă кашни кун вакансисем пирки информаци тăратаççĕ. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, республикăри вакансисен банкĕнче 12,6 пин ытла пушă ĕç вырăнĕ пулнине палăртнă.