Çуллахи кану тата сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсем июлĕн 1-мĕшĕнче уçăлма пултараççĕ. Кун пирки Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев канашлура пĕлтернĕ.
Ачасен канăвне йĕркелекен ведомствăсене çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă.