Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлав – июлĕн 1-мĕшĕнче

Сасăлав – июлĕн 1-мĕшĕнче

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн, Конституцие тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă Пĕтĕм Раççей шайĕнчи сасăлав кунне 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

– Тĕп саккун пирĕн пурнăç тата ачасен аталанăвне, çĕршывăн никĕсне палăртать, – терĕ Владимир Владимирович çĕршыври мĕн пур халăха сасăлава активлă хутшăнма чĕнсе каланă май.

Путин çавăн пекех Тĕп суйлав комиссине, Роспотребнадзор представителĕсене тата регионсен ертÿçисене мĕн пур суйлав участокне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хушу панă.

Граждансем сасăлава июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен хутшăнма пултараççĕ, кăтартусене июлĕн 1-мĕшĕнче шута илĕç. Çĕршывăн 2-3 субъектĕнче сасăлава дистанци мелĕпе ирттерессине те ĕçе кĕртĕç, килсене пырса сасăлаттарас йĕркесене анлăлатĕç.

Участоксенчи комисси членĕсем сасăлав пуçланиччен маларах коронавирус инфекцийĕ пуррине е çуккине палăртакан тест витĕр тухĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code