Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2021-2025 çулсенче комплекслă аталантармалли про-граммăна пăхса тухасси финиша çывхарса пырать. Сÿтсе явмалли черетлĕ темăна – Чăваш Енри агропромышленность комплексне аталантарассинчи малашлăх планĕсемпе проблемисемпе çыхăннă ыйтăва – çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче аграри университечĕн акт залĕнче хускатнă.
Регионти агропромышленность комплексне аталантарасси çифне республика ертÿлĕхĕ мĕнлерех тимлĕхпе пăхнине çак факт та аван çирĕплетет, Программăна сÿтсе явма Чăваш Ен ертÿçипе Олег Николаевпа пĕрле Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та хутшăннă.
Канашлăва уçнă май, Олег Николаев Чăваш Ен экономикине аталантарассинче агропромышленность комплексĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчере пулса тăнă конъюктурăра çапларах йĕрке хывăннă: хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса туса илекен экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци – хальхи рынокра чи ыйтаканни. Çак чикĕне çитме Чăваш Енĕн пĕтĕм шанăç пур. «Анчах хальлĕхе пирĕн агропромышленность комплексĕн продукци тирпейлекен тытăмĕнче, – критиклесе илнĕ вăл, – «çемçен» каласан, лайăххине кĕтмелли кăна юлать, мĕншĕн тесен туса илнĕ продукцин ытларах пайне чĕр тавар формачĕпе экспорта кăларасси вăйра».
Анатолий Аксаков та Олег Николаевпа пĕр шухăшлă. Вăл та Чăваш Енĕн темиçе бренд та пулмалла тесе шутлать, вĕсенчен пĕри – экологи енчен таса продукци, кун çинчен пĕтĕм çĕршыв пĕлсе тăмалла тата çакна пирĕн пĕрле тумалла.
Унтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕп доклад туса панă.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 5 уйăх хушшинче ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле калăпăшăн индексĕ 102 процентпа танлашнă. Ку вăл аталанура ырă улшăнусем пуррине кăтартать. Анчах çав вăхăтрах апат-çимĕç отраслĕнче кая юлни палăрать. Сăлтавĕ – суту-илÿ калăпăшĕ чакса кайни коронавирус эпидемийĕ тÿнтерле витĕм кÿнипе çыхăнни. Анчах, мĕнле калаççĕ-ха, начарринче ыррине те курма пĕлмелле. Паян интернет суту-илÿ аталанăвĕн хăвăртлăхĕ тĕнчери пĕтĕмĕшле суту-илÿ аталанăвĕн хăвăртлăхĕнчен палăрмаллах пысăкланса кайни курăнать. Çавна май министр уйрăммăн çакна палăртнă: «Пирĕн те вăхăтпа пĕрлех улшăнса пымалла, суту-илĕве çĕнĕлле йĕркелеме, çав шутрах Перекет банкĕн платформисемпе усă курса, онлайн-суту-илÿ тытăмĕ çинче апат-çимĕç сутма вĕренмелле».
Залра ларакансем хушшинче аграри çыннисем ытларах пулнипе Сергей Артамонов калани никамшăн та çĕнĕлĕх пулмарĕ. «Ака-суха кампанийĕ ир /пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче/ пуçланчĕ пулсассăн та, тĕш тырă йышши культурăсене 20 кун хушшинче акса пĕтерме планласа хунине пурнăçлаймарăмăр, ака 75 куна тăсăлса кайрĕ, – пĕлтернĕ вăл. – Пире пурне те кунашкал лару-тăру – тракторсем пылчăк ăшне пута-пута ларни – сырсах лартрĕ, акма май çук, çапах, пĕтĕмĕшле илсен, пĕрлехи вăйсене пухса çурхи культурăсене акмалли плана республика пурнăçларĕ».
Раççей правительстви, çавăн пекех Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене пулăшас тесе нумай тăрăшрĕç. Министр ку ĕçсен кăтартăвĕсене аудиторие çитерме кирлĕ тесе шухăшларĕ курăнать. Уйрăммăн илсен, Чăваш Ен ертÿçи енне çаврăнса вăл çапла каларĕ: «Производство планĕнчи касса татăлăвĕ ан палăртăр тесе эпир патшалăх пулăшăвне ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем патне çийĕнчех çитерес тесе хытă тăрăшрăмăр. Хăш-пĕр субсидисене уйăх çурă-икĕ уйăх маларах та тÿлерĕмĕр. Çулталăк пуçланнăранпа аграрисем патне 600 млн ытла тенкĕ çитернĕ. Олег Алексеевич, эсир пуш уйăхĕнче панă хушусемпе нормативлă актсем йышăннă: техника туяннисен тăкакĕсен 40 процентне саплаштарас тĕллевпе 135 единица техника туянма 70 заявителе пĕтĕмпе 70 млн тенкĕ субсиди панă. Сахал йышлă выльăх тытакан /200 пуçа яхăн/ фермăсене, комбикорм завочĕсемпе цехсем тăвакансене, упрама хатĕрлекен тырра ĕçлесе хатĕрлессипе эмбрион центрĕсем валли субсидисем памалли правилăсене йышăннă».
Проблемăсене тĕллевлĕн татса пани отрасле аталантарасси çине ырă витĕм кÿрет, анчах самантлăх çитĕнÿсем тунă хушăрах стратегиллĕ тĕллевсем çинчен те манмалла мар, вĕсем ĕнтĕ шăпах программăсемпе проектсен никĕсĕ çинче йĕркеленеççĕ. Çавсем çинчен Сергей Артамонов тепĕр хут аса илтерчĕ.
Чăваш Енĕн аграрийĕсен çав программăсем çук тесе ÿпкелеме сăлтав та çук. Паян республикăн çак отрасльне, унăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисене тимлĕхе илсе, икĕ тĕрлĕ патшалăх программипе аталантараççĕ: пĕри – «Ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси», тепри – «Яллă территорисене комплекслăн аталантарасси». Кунсăр пуçне, аталанупа çыхăннă ытти наци проекчĕсенче те АПКна аталантарассине пысăк вырăн уйăрнă. Халĕ чи кирли – ĕç-хĕле координацилесси тата синхронизацилесси. «Енчен те эпир отрасльти патшалăх программине пур çул-йĕрсемпе те хутшăнатпăр пулсан, «Яллă территорисене комплекслăн аталантарасси» программа тĕлĕшпе хăш-пĕр ыйтусем пур, – йышăннă Сергей Артамонов. – Тĕслĕхрен, 2020 çулти конкурса хутшăнма хатĕр проектсем çуккипе заявка тăратаймарăмăр эпир. Ку проблемăна татса парас тесе 2020 çулта муниципалитетсем хушшинче проектсем туса хатĕрлес енĕпе конкурс ирттертĕмĕр, халĕ ĕнтĕ 34 хатĕр проектпа 2021 çулти конкурса хутшăнма заявка тăратас енĕпе тимлĕпĕр». Кунтан çакăн пек ыйту «сăрхăнса» тухать: «Программăсене пурнăçлас ĕçе мĕнрен тытăнмалла?» Ку ыйтун хуравĕ республика ертÿçин пур: «Кашни района мĕн енĕпе специализацилессине палăртнинчен пуçламалла».
«Ытти коллективсенчи пекех, кашни хăй мĕн енĕпе ытларах ĕçлесе çитĕнÿсем тума пултарнине хăйĕн ăнланмалла тата коллективăн пĕрлехи ĕç-хĕлне палăртмалла, – тенĕ министр. – Çапла пĕтĕм территорипех программăна хутшăннă чухне хăш район мĕн енĕпе вăйлă тата мĕн енĕпе хевтесĕртерех пулнине тата вăйсăрлăхне вăйлă туса хурассипе мĕн тума пултарнине курма пĕлмелле. Районсен экономикинче ял хуçалăхĕ 80 процент йышăннине кура, эпир вĕсене кашнинех swot-анализ туса пăхма, ун кăтартăвĕсем тăрăх вара унăн специализацине палăртма, çапла кашни территорин ÿсĕм точкине палăртма тытăнтăмăр. Çапла вара эпир пур çумотрасльсем тăрăх вăйсене пайласа тухатпăр та баланс туса хуратпăр. Кунашкал кластерлă «куçпа» пăхни пĕр евĕрлĕ чĕр тавара пысăк калăпăшпа туса илекен точкăра продукцие тирпейлесе хатĕрлекен предприятисем уçма та май парать».
Паллă ĕнтĕ, Чăваш Ен халăх çăтăлăхĕпе палăракан регионсенчен пĕри пулса тăрать. Ку вара çакăнта пурăнакан кашни çын пуçне тивекен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен виçи ытти республикăсемпе облаçсенчипе танлаштарсан пĕчĕк пулнине пĕлтерет. Кунашкал условисенче ял хуçалăх производствине интенсификацилесси пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Çакăн чи пĕлтерĕшлĕ енĕ – кашни гектар çĕрĕн эффективлăхне ÿстересси. Çакна çитес тесен вара мерăсен тулли комплексне йышăнмаллине палăртса министр çапла каларĕ: «Çĕрсене ытларах çаврăнăша кĕртесси, биологизаци, мелиораци, цифровизаци тăвасси, извĕçлесси, ака çаврăнăшне йĕркелесси – пĕтĕмпех тĕпре пулмалла».
Ку мероприятисене пĕтĕмĕшле ĕçе кĕртни тухăçа икĕ хутран та ытларах ÿстерме май памалла. Сăмахран, халĕччен усă курмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртни хăех /халь кăна шутласа пăхнă: ахаль выртакан çĕрсем 50 пин гектара яхăнах/ продукци туса илессине 10 процент ÿстерме тата 650 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума пулăшмалла.
Шыв ресурсĕсемпе усă курассине илсен çапларах кăтартусем патне çитме пулать. Ку енĕпе тимлĕн ĕçлеменни республикăра пулă ĕрчетсе туса илессине, 30 çул каяллахипе танлаштарсан, 2,5 хут чакарса лартрĕ. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ Сергей Артамонов çапла каларĕ: «Малашлăхри 1-2 çул хушши нормативлă право никĕсне тăвассипе тата ку отрасле аталантарма май паракан эффективлă механизма ĕçлесе хатĕрлессипе çыхăннă задачăсене татса парăпăр. Патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе усă курса çак çумотраслĕн технологи процесне аталантармалли, пулла сутмалли, вырнаçтармалли условисем туса хурсан кăна эпир ку енĕпе тухăçлă ĕçлессин çулне хывма тата ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пултарăпăр».
Кал-каллăн малалла каймалли çул-йĕрсенчен тепри вăл – хăмла туса илесси. Шел пулсассăн та, хăш-пĕр объективлă тата субъективлă сăлтавсене пула, Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕн тĕп отраслĕсенчен пĕри шутланнă хăйĕн лидер вырăнне çухатрĕ. Çакăншăн пăшăрханнипех, ку проблемăна айккинче хăварма пултарайманнипех ĕнтĕ, министр çакна палăртрĕ: «Хăмла ĕрчетесси çинчен калани питех те вырăнлă тата пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Раççей хăмла чĕр таварне кирлин 98 процентне ют çĕршывсенчен туянать, юлнине, тепĕр 2 процентне, тĕпрен илсен, Чăваш Енре туса илеççĕ. Хăмлана хальхи рынок пысăк виçепе ыйтать. Хăмла туса илес ĕç вара пирĕн республикăшăн – визит карточкипе танах. Ку чĕр таварăн хаклăхĕпе пĕрлех унăн производстви хăватне ÿстерме тата йышлă ĕç вырăнĕ тума ыйтать. Паянхи кун тĕлне илсен, çĕршывăмăрта хăмла производствипе çыхăннă кашни тапхăртах – хунавне лартса ÿстернинчен пуçласа реализацилесси таранах – патшалăх пулăшăвне илмелли мерăсен комплексне туса хатĕрленĕ. Ку çул-йĕре те республикăшăн пĕлтерĕшлĕ, стратегиллĕ тĕллев вырăнне хурса палăртрăмăр эпир. Кăçалах республикăна тулашран пĕрремĕш инвесторсем те килсе пăхрĕç».
Ку сăмахсем Олег Николаев чăваш хăмлин чапне тавăрма ыйтни çине панă хурав вырăннех пулчĕç. Сăмах май, унччен тахçан, хăй вăхăтĕнче, хăмла плантацийĕсенчен чи пысăккисенчен пĕри Хĕрлĕ Чутай районĕнчи унăн тăван ялĕ çывăхĕнчех вырнаçнă пулнă-çке. Çавăнпа та хăмла туса илесси чăваш хресченĕн пурнăçне мĕнлерех çирĕп кĕрсе вырнаçнине унран лайăхрах кам пĕлтĕр ĕнтĕ.
Алексей КРЯЖИНОВ.