Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен «Халăх контролĕ» портала /nk.cap.ru/ халăхран 375 çырупа çăхав тата сĕнÿ-канаш килнĕ.
Вĕсене тишкерсен çакă курăнать: чи анлă сарăлнă ыйтусем тирпей-илем тата инфраструктурăпа /39,6 процент/, строительствăпа çул-йĕр юсассипе /36,4 процент/, пурăнмалли çурт-йĕр çăмăллăхĕсем парассипе /11,7 процент/ çыхăннă.
«Халăх контролĕ» порталпа ытларах Шупашкарта пурăнакансем /71,9 процент/ çыхăну тытаççĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар районĕнче пурăнакансем çыру нумай çыраççĕ.
Аса илтеретпĕр, çак информаци ресурсĕ пуринчен ытларах граждансен пĕлтерĕвĕсене вăхăтра, оперативлă пăхса тухасси пулса тăрать. Çырусене 10 ĕç кунĕнче пăхса тухса хурав памалла. Çак портал урлах вырăнти власть органĕсемпе тÿррĕн çыхăну тытма, хăвăрăн шухăшăрсене пĕлтерме тата çивĕч ыйтусене татса пама меллĕ.