Чăваш Республикин 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 68-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа уйрăм категорири граждансене /вăрçăра пулнă тата сусăрланнă салтаксемпе вĕсен çемйисене; вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ салтак арăмĕсене тата вĕсен çемйисене; 1,2,3-мĕш ушкăнсенчи инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене; Чернобыльти аварие тата ытти инкек-синкеке пĕтерме хутшăннă çынсене тата вĕсен çемйисене/ пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленипе пулнă тăкаксен 50 процентне укçан саплаштараççĕ.
Саплаштару укçине РФ «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» тата «Чернобылецсем çинчен» саккунĕсенчи нормативсем тăрăх тÿлеççĕ. Кунта çуртăн калăпăшне, çуртра миçен регистрациленнине те шута илеççĕ.
Саплаштару укçине çак тÿлевсемпе пулнă тăкаксемшĕн параççĕ: çуртри электроэнергишĕн, çуртра газпа усă курнăшăн, хваттере централизациленĕ майпа хутса ăшăтнăшăн, шывшăн, нумай хваттерлĕ çуртри тĕп юсав ĕçĕсемшĕн, ветерансене тата вĕсен çемйисене /вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ салтак арăмĕсене, хĕрÿ точкăсенче пулнисене, 1,2-мĕш ушкăнри инвалидсене, инвалид ачаллă çемьесене/, çурта ăшăтма илнĕ вутăпа кăмрăкшăн /çулталăкра 1 хутчен, вутă-кăмрăк илнин накладнойне, сутаканăн лицензи копине тăратмалла/; кил-хуçалăхри хытă каяша турттарса тухнăшăн /2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен/.
Çÿп-çапа илсе тухнăшăн паракан пулăшу халĕ коммуналлă пулăшу шутне кĕрет, çавна май саплаштару укçи ку тĕлĕшпе хĕрÿ точкăсенче пулнă ветерансене тата вĕсен çемйисене тивĕçмест.
Саплаштару укçин хакне тĕслĕхре кăтартăпăр. Инвалид ялта хăйĕн çуртĕнче арăмĕпе пĕрле пурăнать. Çуртăн пурăнмалли калăпăшĕ – 60 тăв.м. Июньте çемье çутăшăн 550 тенкĕ, газшăн – 3000 тенкĕ, хытă каяш илсе тухнăшăн 130 тенкĕ тÿленĕ.
Саплаштарăва çапла шутлаççĕ:
1. Çутăпа усă курнăшăн. 2 çын пурăнмалли норматив хакĕ – 46 квт.сехет х 2 çын х 2,35 тенкĕ = 216,20. Çемьен тăкакĕ – 550 тенкĕ /нормативран ытларах/. Саплаштару: 216,20 : 2 çын х 50 процент = 54,05 тенкĕ.
2. Газпа усă курнăшăн. Çурта хутса ăшăтмалли норматив: 10 куб.м х 60 тăв.м = 600 куб.м х 5,72 тенкĕ = 3432 тенкĕ. 2 çыншăн апат пĕçермелли норматив: 20 куб.м х 2 çын х 5,72 тенкĕ = 228,80 тенкĕ. Пĕтĕмпе газшăн: 3432 + 228,80 = 3660,80 тенкĕ /норматив пурĕ – 620 куб.м/. Çемье газшăн 3000 тенкĕ тÿленĕ /нормативран иртмест/. Газшăн паракан саплаштару: 3000 тенкĕ: 2 çын х 50 процент = 750 тенкĕ.
3. Хытă каяш илсе тухнăшăн. 2 çын пурăнмалли норматив: 47,56 х 2 çын = 95,12 тенкĕ. Саплаштару: 95,12, 2 çын х 50 процент = 23,78 тенкĕ.
Пурĕ июнь уйăхĕнчи тăкаксемшĕн саплаштару укçин хакĕ: 54,05 + 750 + 23,78 = 827,83 тенкĕ. Çăмăллăхçă ăна июль уйăхĕнче, хăй заявленинче кăтартнă тăрăх, почта е кредит организацийĕ урлă илет. Енчен те çăмăллăхçă асăннă саплаштару укçине илмест пулсан /унăн ирĕк пур пулсан/ çак документсене социаллă хÿтлĕх пайне илсе килмелле: паспорт, çăмăллăх паракан документ, юлашки уйăхри тÿлев квитанцийĕсем, çуртра миçен регистрациленнине çирĕплетекен справка, çурта е хваттере регистрациленĕ документ.
Анчах та хальхи тапхăрта коронавирус чирне пула вăхăтлăх заявлени пама киличчен малтан 2-50-11 телефонпа шăнкăравласа çырăнмалла е нумай функциллĕ центра каймалла.
А.БОРИСОВА,
районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.