Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Каникул тунсăхлă иртет

Каникул тунсăхлă иртет

Часах çуллахи каникулăн иккĕмĕш уйăхĕ хыçа юлĕ. Сисĕнмесĕрех иртеççĕ шутлă кунсем. Коронавирус чирĕ малтанах пирĕн пĕтĕм плансене, çу каçма хупнă пек, диван çинче шухăшласа выртассăн туйăнтарчĕ. Çапах та юлашки вăхăтра ачасем урама, парксене уçăлма тухма пуçларĕç пулсан та хула çумĕнчи лагерьсене каяймаççĕ. Çу кунĕсем мĕнлерех иртни пирки шкула, садике çÿрекен ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçрăмăр.

– Кăçалхи çулла ыттисенчен уйрăлса тăрать…

А.НЯГИНА, шкулта вĕренекен:

– Çапла. Пирĕн çемьен кăçалхи планĕсем питĕ пысăкчĕ. Тинĕс хĕрринех кайса канасшăнччĕ. Çапах та пандеми вăхăтĕнче çемьепе пĕрле килтех ларма шутларăмăр, мĕншĕн тесен хамăрăн сывлăх пĕлтерĕшлĕрех.

Е.ЛУКИЯНОВА, икĕ ача амăшĕ:

– Ытти çулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсем июньте шкул çумĕнчи сывлăхпа кану лагерĕсене çÿретчĕç. Кăçал унта та сывлăхне çирĕплетеймерĕç, пачах тепĕр майлă, килтен тухмасăр ларчĕç. Халĕ те, чир-чĕр алхасма чарăнманран, ачасене ытларах килте лартатпăр. Çавăн пекех ача сачĕсем ĕçлеменни йывăра килет. Ывăлăм садике каяс килнине, юлташĕсемшĕн тунсăхланине пĕлтерет. Садиксем хăйсен алăкĕсене уçасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

– Вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

Е.СОЧКОВ, шкулта вĕренекен:

– Ăшă кунсем пулсассăн урама юлташсем патне тухма васкатăп. Вĕсемпе эпир пляж çинчи футбол вылятпăр, командăсем хушшинче ăмăртусем ирттеретпĕр. Унсăрăн пуçне килти ĕçсем пирки те манмастăп, асаннепе асаттене пулăшма тăрăшатăп.

С.ДРУЖИНИНА, вĕренекен:

– Шкултах лайăх. Кунта санăн юлташсем. Тĕрлĕ ăмăртусем тата конкурссем иртеççĕ. Килте ларса йăлăхрăмăр. Дистанци мелĕпе вĕренме те килĕшмест. Учительсене курас килет. Каникул питĕ тунсăхлă иртет.

И.ПЕТРОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code