Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялан яваплă ĕçре вăл

Ялан яваплă ĕçре вăл

Строительствăра тата автомобиль çулĕсене реконструкци тăвас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕн Вячеслав Васильевич Сядуковăн хăйĕн çуралнă кунĕнче те килне вăхăтра таврăнма май пулмарĕ – ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн та объектра чылайлăха тытăнса тăма тиврĕ унăн. Кун тăршшĕнчи ĕçе рабочисем епле йĕркелеме пултарнине хăй куçĕпе курса ĕненмесĕр, паллах, ĕçрен пăрахса кайма пултараймарĕ ертÿçĕ…

Çуллахи тапхăрта уйрăмах, çул-йĕр çинче вăй хуракансен ĕç йĕрки калама çук тăкăс. Чылай чухне шăматкунпа вырсарникуна «мансах» ĕçе тухма тивет. Çук, çакăншăн вĕсенчен нихăшĕ те хирĕçлесе сăмах хушма та шутламасть. Пачах тепĕр майлă, хăйсем ĕçлĕ пулнипе, çакна кура тивĕçлĕ шалу алла илме пултарнипе тата районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçре хăйсем тивĕçлĕ тÿпе хывма пултарнипе савăнма анчах пултарĕç-çке вĕсем.

«ДПМК «Яльчикское» ООО строителĕсем хальхи вăхăтра та темиçе объектра анлă ĕç йĕркелесе янă – Аслă Елчĕкре иртнĕ çул туса лартнă хоккей площадки тавра йĕркеленĕ парка тирпей-илем кĕртме хутшăнаççĕ. Ĕçĕ вара сахалах мар: йĕри-тавра илемлĕ хÿме тытмалла, брусчаткăран тротуар, автомашинăсене лартмалли площадкăна асфальт сармалла… Унсăр пуçне, тепĕр ушкăн маларах тĕпрен реконструкци туса çĕнетнĕ Елчĕк-Курнавăш çулне тытса тăрассипе çыхăннă кирлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Калама ансат, анчах йывăрлăхсем те сахал мар, ĕç кал-кал пынă вăхăтрах тĕрлĕ ыйтусене татса памалли тупăнатех – пуриншĕн те ертÿçĕрен ыйтаççĕ. Апла пулин те нумайранпа яваплă вырăнсенче вăй хуракан Вячеслав Сядуков умри йывăрлăх-пăтăрмах умĕнчен пăрăнса иртмелли, йывăрлăхран тухмалли майсене пĕлсе-хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Шанчăклă ĕçтешсемпе юнашар пулса пĕрлехи вăйпа малалла талпăнни, ыттисем хăйне шанни тата хисеплени палăртнă тĕллеве туллин тата ăнăçлă пурнăçа кĕртме май парать. Вячеслав Васильевич хăй те пирĕн шухăшпа тĕпренех килĕшни паллă пулчĕ.

Районти çул-йĕр хуçалăхĕ хальхи вăхăтра республика тата район пĕлтерĕшлĕ 204 çухрăм чухлĕ автомобиль çулĕсене пăхса тăрассишĕн яваплă. Хĕллехи çил-тăманра çак çул-йĕре юртан, çуллахи-кĕркуннехи тапхăрта çум курăкран, хыт хураран тасатса тăрасси те – вĕсен тĕп тивĕçĕ. Унсăр пуçне, аукциона хутшăнса кашни çул темиçе объектра строительство ĕçĕсене пурнăçлама хăйсем çине пысăк яваплăх илеççĕ.

…Ертÿçĕ пулса çуралакан çын çук. Çамрăкран ĕçре пиçĕхни вара ăсталăха туптать, кăмăл-туйăма çирĕплетет, йывăрлăхсен умĕнче пуçа усма, çурма çулта чарăнса тăма памасть. Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ Вячеслав Сядукова та чун-чĕрин тивлетне кура, тăрăшуллă пулнăран яваплă ĕç шанса панă. Ялти шкултан вĕренсе тухсанах, хăш-пĕр юлташĕсем пек, хулана кайма васкаман вăл – К.Маркс ячĕпе хисепленекен хуçалăха ĕçлеме юлнă. Ун хыççăн салтака кайма ячĕ тухнă. Служба тивĕçне Мурманск облаçĕнчи Тинĕс Çар флотĕнче пурнăçлама шăпа пÿрнĕ ăна. Виçĕ çул хушшинчи тапхăрта шухăш-кăмăлĕпе тата çирĕпленсе çитнĕскере чун-чĕри тăван ялах йыхравланă. Салтакран таврăнсан водителе вĕреннĕ. Ун хыççăнах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне, экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Каярахпа тăван хуçалăхра тĕп экономистра ĕçлеме тытăннă, пĕр вăхăт тĕп бухгалтер тивĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи чи йывăр вăхăтра – тăнăçсăр саманари аркану тапхăрĕнче /1996-1998 çулсенче/ ăна вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пыма шаннă. «Чĕрĕ» укçа алла тытса курма май пулман, туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене сутнăшăн вексельпе, ал ылмаш – бартер йĕркипе анчах татăлни ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Ял çынни туса илекен сĕт, аш-какай ял хуçалăх техникин, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсемпе танлаштарсан, шайлашусăр – виçесĕр хакланса кайни хресчене епле ураран ÿкермерĕ пулĕ; Хуçалăх кассинче укçа пур-и, çук-и – ака-суха ĕçĕсене вара вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Тавар кредичĕсĕр лару-тăруран тухма йывăр килнĕ. Унсăр пуçне, çав çулсенче хуçалăхра ĕçлекенсене ача укçи тÿлессине те колхоз çине тиенĕ – кайран тин бюджетран уйăрса пама тытăннă. Вячеслав Васильевич çак çулсенче хăй председатель пулса ĕçленĕскер, терт-нуша сахал мар курнă – ăна манăçа кăларма çăмăл мар.

Пурнăç тăтăшах ĕçре. Каярахпа Вячеслав Сядуков – Елчĕкри пасар директорĕ, «Букет Чувашии» автозаправкăра начальник, 2002 çулта «ДПМК «Яльчикское» предприятире тĕп бухгалтер, 2009 çултанпа директор.

Вячеслав Васильевич – районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те. Аслă Таяпа округне кĕрекен ялсенчи суйлавçăсем ăна хисеплеççĕ, хăйсен нушине ăнланасса, кирлĕ вăхăтра пулăшма пултарасса шанса, пĕлсе тăраççĕ. Депутат халăх шанăçне тÿрре кăларать. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова каланине шута илес пулсан, Вячеслав Васильевич тăван тăрăхри ялсен малашлăхĕшĕн вăйĕ çитнĕ таран хăй мĕн пултарнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать.

– Иртнĕ çул ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕн çывăхĕнче фонтан лартма, культура çурчĕ умне асфальт сарма пулăшрĕ. Шыв парса тăракан башньăна юсамалла пулсан та Вячеслав Васильевичпа канашлатпăр, йывăрлăхран тухмалли майсене пĕрле татса паратпăр. Темиçе кун каялла та унран пулăшу ыйтма тиврĕ. Депутат хутшăннипе Аслă Таяпари масар çинче çÿллĕ ÿссе кайнă йывăçсене «тĕп» турăмăр. Унăн ытти пархатарлă ĕçĕсем те нумай, – терĕ Василиса Васильевна.

…Шанса панă ĕçе парăнса вăй хума вара ăна çемьери çирĕплĕхпе ăнланулăх, ăнăçупа татулăх пулăшса пырать, тейĕнех. Мăшăрĕ, Галина Аркадьевна, ялти шкулта учительницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, ДПМКри производствăпа техника уйрăмĕн инженерĕнче вăй хурать. Сядуковсем виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсен пурин те хăйсен çемйисем. Кукашшĕпе кукамăшĕн мăнукĕсем те куç тулли, вĕсем – улттăн. Вĕсем пурте ырă-сывă çитĕнни – чăн-чăн телей, чи пысăк пуянлăх.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code