Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырăнта йышăннă

Вырăнта йышăннă

Чăваш Республикинчи суд приставĕсен федераллă службин управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Максимова районсене тухса çÿресе граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать. Унпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçас тесен чи малтанах Чăваш Республикинчи суд приставĕн официаллă сайтĕнче «Запись на прием» пайне кĕрсе çырăнмалла. Унтан хăвăр çинчен пĕлтермелле. Патшалăхăн пĕрлехи пулăшăвĕ урлă подразделенин специалистне, хăвăра тивĕçтерекен вăхăта палăртмалла.

Суд приставĕсем санитари нормисене çирĕп пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Çавăнпа та йышăнăва пыракансен харпăр хăйне хÿтĕлемелли япаласем – маска тата перчетке тăхăнмалла.

Енчен те тÿрремĕн калаçма май килмест пулсан çырусем те йышăнаççĕ. Елчĕкри суд приставĕ Пушкин урамĕнчи 7-мĕш çуртра вырнаçнă. Корреспонденцисем валли ятарлă ешчĕк вырнаçтарнă. Çырусене тĕплĕн тишкересси çирĕп йăлара.

А.ИВАНИЦКАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code