Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малти – малах

Малти – малах

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăт. Тĕрĕссипе каласан, хуçалăхра тыр-пула чи малтисенчен пĕри пухса кĕртме тухнă.

Апла пулин те вăхăт ĕçе васкатма хистет. Мĕншĕн тесен пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ сахалах мар – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1305 гектар йышăнать. Ăна кĕске вăхăтра, тăкаксăр алла илесси тĕп тĕллев пулса тăнине çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать, çакна кура вĕсенчен кашнийĕ шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма тăрăшать.

Председатель çумĕ Олег Карсаков палăртнă тăрăх, комбайнсем малтан урпа лаптăкне /120 гектар/ йышăннă. Чи пĕрремĕш – апрелĕн 4-мĕшĕнче акса хăварма май килнĕ супер элита репродукцири «Владимир» урпа, чăннипех, тухăçлă çитĕннĕ. Кашни гектар пуçне шутласан, вăл 40 центнерпа танлашнă. Çуркунне малтан сивĕ пулни те сиен кÿреймен ăна, пачах тепĕр майлă, типĕ, шăрăх çанталăк пуçланиччен калчасене вăй илсе юлма пулăшнă анчах. Ун хыççăнах кĕрхи тулă ани çине куçнă. Унăн тухăçĕ те пысăк – 36 центнер. Ял хуçалăх предприятийĕнче апат-çимĕçре усă курмалли пахалăхлă пăрçа туса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ăна кашни çул кирлĕ таран акса çитĕнтереççĕ. Кăçал унăн лаптăкĕ 84 гектар пулнă, тухăçĕ те савăнтарать – 34,6 центнер.

Тыр-пула пухса кĕртме 4 «уй-хир карапĕ» хутшăнать. Комбайн штурвалĕсене ĕçре пысăк ăсталăх пухнă шанчăклă çынсем тытаççĕ: Валерий Андреев, Владимир Анисимов, Вячеслав Капламов тата Олег Зайцев.

Çак вăхăтчен çапса тĕшĕленĕ мĕнпур лаптăкри тыр-пула малтан КСУ йышши техникăпа вырса паккуссене кушăхтарма хывнă. Малашне те çак йĕркене тĕпе хурса ĕçлеме палăртаççĕ. Олег Карсаков шучĕпе, малтан вырса пăрахнă тыр-пул хăвăрт тата лайăх типет. Ăна çапса тĕшĕлеме çăмăл, тырă та таса пулать.

Александр Григорьев, Николай Алексеевич Головин, Анатолий Хардов, Алексей Васильев водительсем комбайнсем çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтеме леçеççĕ. Ăна кунта çийĕнчех сортласа вăрлăхлăх хываççĕ. Виççĕмĕш кун йĕтемренех патшалăха тырă ăсатаççĕ.

Пушаннă уй-хирсене те çийĕнчех ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Пăрçа анине дискланă – кĕрхи культурăсене акма хатĕрлесе çитернĕ. Урпа улăмне пресласа фермăсене турттараççĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк, ĕне выльăха хĕл каçипе улăм та сахал мар кирлĕ. Кĕрхи тулă улăмне çийĕнчех вĕтетсе хире сапалаççĕ – лайăх удобрени, çĕр пулăхне пуянлатма пулăшать.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Александр Григорьев водитель ĕç ăнса пынипе кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code