Юлашки çулсенче Аслă Таяпари федераци пĕлтерĕшлĕ археологи палăкне ăсчахсем пысăк тимлĕх уйăрни уççăнах курăнать. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата Хусанти наукăсен академийĕн археологи институчĕн ученăйĕсем унта икĕ çул умлă-хыçлă археологи тĕпчевĕсем ирттерчĕç. Çак ĕç кăçал малалла тăсăлмаллаччĕ, анчах çĕршывра коронавирус алхасни ăсчахсен планĕсене улăштарчĕ. Çапах та Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов ертсе пыракан Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тĕпчев ĕçне малалла тăсма шутланă. Петр Степанович Дон çинчи Ростоври «Археологипе геофизика» лабораторийĕн ĕçченĕсемпе килĕшÿ тунă. Шăпах иртнĕ эрнере Владимир Бездудный Аслă Таяпари хулаш территорийĕпе тĕплĕн паллашрĕ, 1 гектар çĕре комплекслă геофизика енĕпе тĕпчерĕ.
1400 çухрăма хыçа хăварнă Владимир Григорьевич инçетрен пĕччен мар, хăйĕн пулăшуçипе – Михаил Агеевпа килсе çитнĕ. УАЗ автомашина çине мĕнпур приборсене вырнаçтарнă. Сăмах май каласан, автомашина вĕсемшĕн çĕр каçмалли, апат пĕçерсе çимелли вырăн та шутланать. Европăн чылай кĕтесĕнче пулса тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ Владимир Григорьевич Чăваш Енре виççĕмĕш хут. Аслă Таяпа хулашĕн территорине кĕрсенех тĕпчевçĕ кунта аваллăх палăкне тирпейлĕ тытнинчен тĕлĕннĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ истори палăкĕсемпе паллашаканскере аваллăх еткерĕсенче хыт хура ашкăрса ларни пĕрре мар чун-чĕрине çÿçентернĕ. «Паян археологи палăкĕсене упраса хăвармасан малашлăха мĕн кĕтĕ; Сирĕн 26 гектар çинчи палăк илем тĕслĕхĕ пулса тăрать. Кунта археологи тĕпчевĕсем ирттерме меллĕ. Хальлĕхе хулашра объектсем пуррине кăна палăртма май пур. Тĕп тĕпчевсем каярах паллă пулаççĕ. Тĕпченĕ вырăна кĕреçепе чавмасăр уçăмлăн палăртаймăн. Чăваш Ен, район ертÿçисем, ученăйĕсем историри паллă пулăмсене упраса хăварассишĕн нумай тăрăшнине палăртма кăмăллă», – тет вăл.
Владимир Бездудный археологăн ĕçĕ çăмăл мар: кунне 15 çухрăмран кая мар приборсем йăтса утать вăл. Хулашри 1 гектар çĕрĕн кашни сантиметрне хăйĕн приборĕсемпе тĕрĕслет. Геофизика тĕпчевĕ /магнитометри тата георадар енĕпе/ çĕр айĕнче пин-пин çул каялла мĕн пулнине тĕпчеме май парать. Вăл 3 метр тарăнăшĕнчисене лайăх палăртать. Калăпăр, урам, çурт… вырăнĕсене.
Инçетри хăнасене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи ĕçĕ-хĕлĕн аслă наука сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ Николай Мясников пулăшу аллине тăснă. 32 çулхи ученăй И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă преподавателĕнче те ĕçлекенскер, çулне кура мар, археологи тĕпчевĕсем нумай ирттернĕ. Аслă Таяпа хулашĕнче те пуçласа мар. «Кăçал студентсене кунта илсе килсе кăтартас теттĕмччĕ те, пандемие пула май килмерĕ», – тет вăл.
Археологсем вырăнти халăх ăшшăн йышăннине пĕлтереççĕ. Уйрăмах Аслă Таяпа шкул директорне Владимир Малова, Валерий Медведевпа унăн ывăлне Даниила тав сăмахĕ калаççĕ. Вĕсем археологсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ.
Хулаш истори палăкĕ тетпĕр те-ха, анчах чылай çул каялла районти ял хуçалăх производствин паллă ертÿçи Владимир Скворцов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ этнографи комплексне кивĕ сăн çапнă, хÿмисем тайăлнă…
В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.