пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Асламăшĕ вуласа паракан юмахсене, амăшĕ юрлакан йăпату юррисене, ашшĕ паракан ырă сĕнÿсене пĕтĕмпех «кăвак экран» тытса илчĕ тесен те юрать.
Ача килте чухне кунĕпех телевизор е компьютер умĕнче чылай вăхăт ларма пултарать. Çакă унăн сывлăхне те, психикине те хавшатать. Социаллă сетьсемпе кăсăкланакан ачасене те асăрхануллă пулма, ашшĕ-амăшне ачисене хÿтлĕхпе тивĕçтерме ыйтас килет. Интернетра информаци тĕлĕшĕпе çирĕп чикĕ пулмалла. Ача сенкер экран умĕнче мĕн вăхăт хушши ларнине аслисен сăнасах тăмалла. Çул çитменнисем хăйсем сисмесĕрех преступниксен серепине лекме пултараççĕ. Вĕсем сĕнекен информацисенче çынна вĕлернĕ, мăшкăл кăтартнă тĕслĕхсем нумай. 14 çулхисем хăйсемпе пуринпе те паллаштарни те сисчĕвлентермелле. Ăс-тăн тата психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитменскерсене педофилсем те куç хываççĕ.
Ачасемпе куллен ăнлантару ĕçĕсем пурнăçласа калаçусем йĕркеленин витĕмĕ те пысăк. Интернет-сетьсенче палламан çынсемпе çыхăну тытма е тĕл пулма юраманнине вĕсене лайăх ăнлантармалла. Пурнăçра киревсĕрлĕх нумай тетпĕр. Çапах та пушă вăхăтне ачисемпе пĕрле ирттерме кăмăллакан тимлĕ ашшĕ-амăшĕ пур йывăрлăха та çĕнтерсе пырать, тĕпренчĕксене ырри патне туртăнма, ăшăлăх парнелекен передачăсем курма хистет. Çакăн евĕр çемьесенчи ачасем те пурнăçа çамрăкран ăнланма, пур йывăрлăха парăнтарма хăнăхса çитĕнеççĕ.
Л.КРЫЛОВА.