Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çул çинче тимлĕ пулар!

Çул çинче тимлĕ пулар!

Çуллахи кунсенче çулсем çинче мопедсем, скутерсем, двигательлĕ велосипедсем нумайланаççĕ.

Ытларах çул çитменнисем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Çак транспорт хатĕрĕсен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Унсăр пуçне автомашина рулĕ умне те ларма шикленмеççĕ çамрăк «водительсем». Çул-йĕр правилисене пĕлменрен, транспорт хатĕрĕпе çÿрес енĕпе опыт пухайманран, ÿсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманран вĕсем час-часах аварисен тĕп сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Пысăках мар ДТП вăхăтĕнче те ача йывăр суран илме е пурнăçран уйрăлма пултарнине манар мар.

Çавăнпа та ГИБДД сотрудникĕсем ашшĕ-амăшне йĕркене пăхăнма, çула çитмен ачасене е ятарлă права илмен çамрăксене руль умне лартасран асăрханма ыйтаççĕ. Йĕркене пăсакан ашшĕ-амăшĕн 30 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивет. Çуллахи вăхăтра ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Автомашинăсемпе мотоциклсен уççисем ăçта упраннине вĕсен пĕлмелле мар.

Йĕркене пăхăнманнисене тивĕçлипе айăплаççĕ. Енчен те 16 çул тултарнă ача вĕренсе права илмесĕрех мопед, скутер е ытти транспорт хатĕрĕпе çула тухсан, ăна административлă майпа айăпласа 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ, транспорт хатĕрне ятарлă стоянкăна лартаççĕ. Енчен те çул çитмен ача 16 çултан кĕçĕнрех пулсан уншăн ашшĕ-амăшĕ административлă майпа явап тытать.

Велосипедпа çÿреме кăмăллакансен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла. 14 çула çитиччен çак транспортпа çул çине тухма юрамасть, унран аслăраххисен ятарлă çулпа, аслă çул çине тухсан çул хĕррипе анчах пымалла, правилăсене çирĕп пăхăнмалла.

Кăçал Елчĕк районĕнче водительсем автомашинăпа çÿреме ирĕк паракан права илмен çынна руль умне лартнă – 2, 16 тултарман тата унран аслăрах çул çитмен ачана транспортпа çÿреме ирĕк панă 2-шер тĕслĕхе регистрациленĕ.

Хисеплĕ çул-йĕр участникĕсем: водитель е çуран çÿрекен! Сире кашнинех çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, çул çинче асăрхануллă пулма тата пĕрне-пĕри хисеплеме сĕнетпĕр.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code