Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир-чĕре тупса палăртас тĕллевпе

Чир-чĕре тупса палăртас тĕллевпе

Çулсерен Россельхознадзор апат-çимĕçĕн пахалăх тата хăрушсăрлăх мониторингне ирттерет. Кунсăр пуçне патшалăх заданийĕпе апат-çимĕçе тĕпчеççĕ. Асăннă ведомство ĕçченĕсем предприяти-хуçалăхсене, лавккасене, пасарсене тĕрĕсленĕ чухне выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен пробăсем илеççĕ /чĕр чунсен организмĕнче, продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе/.

Каласа хăвармалла, асăннă мониторинга хуçалăхсем, ача сачĕсем, шкулсем, социаллă ытти учрежденисем те хутшăнма пултараççĕ. Чи малтанах Россельхознадзорăн республикăри управленине заявлени çырмалла. Çакăншăн тÿлемелле мар.

Çавăн пекех эпизооти мониторингне те кашни çулах пурнăçлаççĕ. Выльăх чир-чĕрĕсене /çав шутра хламидиоз, сальмонеллез, лептоспироз, инфекци ринотрахеичĕ, лейкоз, сыснасен классика тата африка чуми, бруцеллез, ящур, чума тата ытти/ тата кайăк-кĕшĕк амакĕсене вăхăтра палăртса тĕп тăвассипе çыхăннă ку ĕçсем.

Пулă чирĕсенчен шар курасран та тимлĕх çухатмаççĕ.Çак тĕпчевсем кирлĕ. Мĕншĕн тесен республикăра пулă ĕрчетекен хуçалăх сахал мар, пĕлетпĕр. Ку енпе Вăрнар, Патăрьел, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр, Пăрачкав, Комсомольски, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенчи хуçалăхсем правур. Сăмахран, Патăрьел районĕнче форель ĕрчетеççĕ. Ку пулă уйрăмах тимлĕх ыйтать. Таса та сивĕ шывра кăна пурăнаять. Кÿлĕ-пĕвесенче вара карпсем ÿсеççĕ.

Чăваш Енри пулă ĕрчетекен хуçалăхсен пуллисенче инфекци тата ерекен чирсем тупман ку таранччен. Калас пулать, пулла кăна мар, шыва та, пулă апатне те ятарласа тĕпчеççĕ. Ку енĕпе лару-тăру япăх мар. Хуçалăхсем йĕркене пăхăнма тăрăшаççĕ тесе калама пулать.

Атăл тата Сăр юхан шывĕсенче пулă тытма кăçал 7 хуçалăх тата 4 усламçă ирĕк илнĕ. Сăмах май, вĕсен – ятарлă квота. Кам мĕн чухлĕ тытни вара «Меркурий» тытăмра курăнать: ветеринари докуменчĕсем тăрăх. Хальлĕхе квотăна пăсни пулман.

Республикăра илнĕ ытти апат-çимĕçе илес пулсан, çур çулта услам çăва тата сĕте ÿсен-тăран çăвĕпе хутăштарнă, какайран хатĕрленĕ продукцире пыршăлăха сиен кÿрекен бактерисем тупнă тĕслĕхсем пулнă.

Унччен çырнăччĕ ĕнтĕ, ку тата ытти çакнашкал тĕслĕхсем пирки Россельхознадзорăн «Сирано» системинче çырса тăраççĕ. Çапла Чăваш Ен производителĕсем йĕркене пăснине Россельхознадзор специалисчĕсем çийĕнчех пĕлеççĕ.

Телее, кăçалхи çур çулта темиçе тĕслĕх кăна. Иккĕшĕ – типĕ сĕтре тилозин тата альбендазол сульфон тупнипе çыхăннă, виççĕмĕшĕ – чăх рулетĕнче вар-хырăмшăн сиенлĕ бактерисем пулнипе.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code