Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕçĕмĕрсемпе пулăшар

Ырă ĕçĕмĕрсемпе пулăшар

Çулсерен паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне районта кирлĕ шайра йĕркелессине хамăрăн тĕп тивĕçĕмĕр тесе шутлатпăр.

Пурнăçра йывăр шăпапа тĕл пулнă çынсене хавхалантарас тĕллеве асра тытса нумаях пулмасть «Ырă ĕçсем тăвар, çынсене пулăшар» ятпа ятарлă мероприяти йĕркелерĕмĕр. Çавра сĕтел хушшинчи куçа-куçăн пулса иртнĕ ăшă тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, район прокурорĕ Александр Кудряшов, ытти яваплă органсен — пенси фончĕпе районти тĕп больница, халăха социаллă пулăшу паракан районти центрĕн тата социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçисем хутшăннине кура сусăр çынсем хăйсене канăçсăрлантаракан тĕрлĕрен ыйтусене çĕклерĕç, вĕсем çине çийĕнчех татăклă хуравсем илме те пултарчĕç. Хальхи вăхăтра районта 1534 çынна сывлăхран хавшак пулнине шута илнĕ. Çав шутран 212-шĕ районти организаци членĕ. Ачаран инвалид пулса çитĕннĕ, тĕрлĕ чир-чĕре пула е производствăра ĕçлесе сусăра тухнă çынсен пурнăçĕ çăмăл мар, паллах. Апла пулин те вĕсенчен ытларахăшĕ çирĕп кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ пулнипе палăрса тăрать, сывлăх енчен хавшак пулнине пăхмасăр тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсемпе ытти пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать. Çакна пĕлсе ушкăнпа пухăннине усă курса уяв умĕн кăçал та, ытти çулсенчи пекех, алă ĕçĕсен куравне тата вырăнти «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн коллективĕ пулăшнипе тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттертĕмĕр.

Алă ĕçĕсен куравне вара шăпах çав кунсенче республикипех анлăн паллă тунă чăваш тĕррин кунне халалларăмăр. Кунта, паллах, тĕрлĕрен ытти алă ĕçĕсене те курма пулчĕ. Арçынсен çыпăçуллă аллинчен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕн! 81 çулхи Георгий Васильевпа (Тăрăм) Андрей Капустин (Аслă Пăла Тимеш) чăн-чăн тĕрĕ ăстисем пулнине куравра пулнисем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Интизам Самарин (Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕ), Михаил Ильин (Хăвăлçырма), Алена Иванова, Надежда Сергеева та (Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тата Лаш Таяпари инвалидсен обществин пуçламăш организацийĕсен председателĕсем) курава хăйсен чи лайăх ĕçĕсене тăратнă.

Тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсене пурĕ 43 çын хутшăнчĕ. Çивĕч тупăшура малти вырăнсене палăртма та çăмăл пулмарĕ. 25 метра чупассипе хĕрарăмсем хушшинче 1-мĕш вырăна Ирина Петрова (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ), арçынсем хушшинче Николай Никифоров (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), шаффлборд тупăшăвĕнче Анатолий Смирнов (Аслă Пăла Тимеш), Роза Иванова (Аслă Таяпа), джаколло ăмăртăвĕнче Галина Петрова (Курнавăш), Георгий Васильев (Тăрăм), дартс енĕпе Галина Петрова (Курнавăш), Сергей Чернов (Çирĕклĕ Шăхаль), шашка вăййинче Ирина Петрова (Аслă Таяпа), Анатолий Трофимов (Тăрăм) 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Команда зачетĕнче Аслă Таяпа ял тăрăхĕ пĕрремĕш пулчĕ. 2-мĕш, 3-мĕш вырăна тухнисем те, паллах, пурте çĕнтерỹçĕсем. Унсăр пуçне, юрă-кĕвĕ саламĕ парнеленĕ районти культурăпа кану центрĕн тата Яманчỹрелĕнчи культура çурчĕн артисчĕсене те пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Май пулнипе усă курса чун-чĕререн çакна хушса каласшăн: ыран — Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Сире çак уявра анчах мар, куллен пысăк тимлĕх кирлине ăнланатпăр. Çук, эсир хевтесĕр мар. Апла пулин те сирĕн чун-чĕре ыратăвне район ертỹлĕхĕпе ятарлă службăсем ăнланса ăша хывма тăрăшнине пĕлетпĕр. Тепĕр чухне вара ăшă сăмах та чуна яриех çутатса ăшăтать. Пурнăçри йывăрлăхсене парăнмасăр малашне те çирĕп шухăш-кăмăллă пулма, хавхалануллă туйăмсемпе малалла талпăнма ăнăçусем сунатпăр. Малашне те пĕрле пулар, пĕрлĕхре — пысăк вăй. Уяв ячĕпе пурсăра та.

Л.АНИСИМОВА,
районти инвалидсен обществин председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code