Терроризма хирĕç тăрасси тата халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Çак темăна çĕкленĕ май тĕрлĕ ыйту çине хурав илес енĕпе эпир терроризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Николай Байдуганов оперуполномоченнăйпа курса калаçрăмăр.
– Ырă кун пултăр, Николай Федорович. Терроризма хирĕç кĕрешесси – патшалăхăн тата обществăн тĕп тивĕçĕ. Çак инкекрен сыхланас, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлаççĕ полици ĕçченĕсем?
– Террористсем пĕр айăпсăр çынсене пусахласа, хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама хистесе виççĕмĕшсем çине витĕм кÿреççĕ. Çавна май теракт тума сăлтав кăларса тăратакансем мар, пачах урăх çынсем хур тÿсеççĕ. Пирĕн республика лăпкă регионсен шутне кĕрет пулсан та ку енĕпе яланах тимлĕ те сыхă пулмалла. Çакна полици ĕçченĕсем пĕр самант та манмаççĕ. Терроризма хирĕç тăрас енĕпе çулталăк тăршшĕпех ятарласа хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыратпăр. Граждансен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем информаципе пропаганда ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çын йышлă çÿрекен, массăллă мероприятисем иртекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çуртĕнче, общежитисенче, ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан е ĕçлекен вырăнсенче, хăрушлăх кăларса тăратакан объектсенче пулса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Çак сăлтавпах çул-йĕр инспекторĕсем те тимлĕхе çухатмаççĕ, ют регионтан килнĕ транспортсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
– Хăрушă инкеке сирсе ярасси çине районта йĕркеленнĕ террора хирĕçле комисси те пысăк тимлĕх уйăрать…
– Çак комисси ятарлă службăсемпе, правăна сыхлакан органсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Анчах çак хăрушă инкеке хирĕç çирĕп тăрас тесен обществăн вăйне те пĕрлештермелле. Граждансен те кирек хăçан та терроризма хирĕç тăма пултармалла, сыхлăх пирки асра тытмалла. Районти предприяти-организацисем, предпринимательсем те хăйсем çинче шутланса тăракан е усă куракан объектсене терроризмран хÿтĕлессишĕн яваплă пулса тăраççĕ.
– Халăхăн та тимлĕ пулмалла терĕр. Ку енĕпе мĕнле сĕнÿ парăттăр вулакана?
– Кашни çыннăн кирек хăш лару-тăрура та хăйне хÿтĕлеме, сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма, çывăх çынсене çăлма пĕлмелле. Чи малтанах сыхлăх пирки манма юрамасть. Обществăлла вырăнсенче е транспортра хуçасăр сумкăсемпе тĕркемсене, хутаçсене асăрхасан вĕсем камăн пулма пултарнипе кăсăкланмалла. Енчен те хуçи тупăнмарĕ пулсан, ятарлă службăсен сотрудникĕсене пĕлтермелле.
Халăха çак сĕнÿсене асра тытма ыйтатпăр:
– енчен те шанчăксăр япалана асăрхасан ятарлă службăсене пĕлтернĕ хыççăн миçе сехетре асăрханине палăртса хумалла, çынсене çак вырăнтан аяккалла пăрма тăрăшмалла;
– тупнă япалана уçса пăхма, тĕкĕнме юрамасть;
– полици е ытти служба сотрудникĕсем килсен лару-тăрăва уçăмлатма васкăр, вĕсен ыйтăвĕсем çине тĕрĕс тата тулли хуравсем парăр.
Урамра е подъездра тупнă япаласем пурнăçшăн питĕ хăрушă пулма пултарнине ачасене те ăнлантарса памалла. Хăвăрăн тата çывăх çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăхра пулсан полицин дежурнăй чаçĕн телефонĕпе /02, 2-50-02, 020 /карас телефонĕнчен/ е пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службине «112» номерсемпе шăнкăравламалла.
– Хальхи вăхăтра Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем шалти тата пĕтĕм тĕнчери политикăн тухăçлă инструменчĕ шутланаççĕ тетпĕр. Виртуаллă тĕнчере хамăра мĕнле тытмалла?
– Чăн та, информаци хатĕрĕсемпе чылай чухне экстремизмпа терроризма, национализма ÿстерме тата хĕтĕртме, общество ăс-тăнĕпе урăх майлă усă курма, патшалăхсен шалти политикине тÿрремĕн хутшăнма усă кураççĕ. Интернетри страницăсенче теприне хурласран, тĕрлĕ сайтсенче иккĕленÿллĕ информацисене «лайк» хурасран асăрханăр. Çакă суд тенкелĕ çине те илсе çитерме пултарать.
Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет. Умра – сасăлав кунĕсем. Çавна май çак тапхăрта халăха уйрăмах тимлĕ пулма, хуçасăр япаласене курсан маларах асăннă телефон номерĕсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
Е.ПЕТРОВА калаçнă.