Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культура çурчĕсем çутă та илемлĕ

Культура çурчĕсем çутă та илемлĕ

Елчĕкри тĕп культура çурчĕ тĕпрен юсанă хыççăн алăкĕсене уçрĕ. Халĕ унта çутă та илемлĕ, ĕçлеме те, мероприятисем ирттерме те мĕнпур услови çителĕклĕ. Çавăн пекех кăçал ялсенчи 13 культура çуртĕнче тĕрлĕрен юсав ĕçĕсем иртрĕç, вĕсен сăн-сăпачĕ те çĕнелчĕ.

Юсав ĕçĕсене ирттерме пысăк пулăшу панăшăн республика ертÿлĕхне, район администрацийĕн пуçлăхне Николай Петрович Миллина районти пур культура ĕçченĕ, район çыннисен ячĕпе чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

З.КНЯЗЕВА,
райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code