Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕре профессийĕ

Чун-чĕре профессийĕ

Вырăссен аслă писателĕ М.Горький çапла çырнă: «Ачасене юратма – ăна чăх та пултарать, анчах вĕсене воспитани парасси ăсталăх ыйтакан пысăк ĕç». Чăннипех те çак сферăра хăйсен ĕçне парăннисем кăна тăрăшаяççĕ.

Ачалăх – пурнăçра нимĕнпе танлаштарма май çук тапхăр. Воспитатель шăпăрлансене чăн-чăн амăшĕ пек пысăк тимлĕх уйăрать, çепĕçлĕхпе, ăшпиллĕхпе тыткăнлать. Çĕршывăн пĕчĕк гражданинĕсемшĕн, вĕсем вăйлă, сывлăхлă, çивĕч ăс-тăнлă пулччăр, пурнăçăн пуçламăш паллисене алла илччĕр тесе тăрăшасси – çĕр çинче чи кирли.

Хальхи вăхăтра районта 3 ача сачĕ. Унта 130, çавăн пекех шкулсен çумĕнчи 10 шкулчченхи ушкăна 201 шăпăрлан çÿреççĕ. Районти шкул çулне çитмен ачасене 34 воспитательпе 2 музыка ертÿçи, 25 воспитатель пулăшуçи тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимлеççĕ.

Паллах, уявра кашни воспитателе аса илни те вырăнлă пулĕ. Вĕсем пĕринчен тепри харсăр. Кашнийĕшĕ мероприятисене, ушкăнри заняти-и вăл е уяв программи – çĕнĕ технологисене тĕпе хурса, чун-чĕре витĕр кăларать. Кашни пепке хăйне евĕр пултарулăхĕпе палăрнăран вĕсен ăсталăхне садикренех уçас тесе ăнтăлаççĕ те педагогсем. Ирина Воронова /Шăмалак/, Людмила Крылова, Нина Захарова /Патреккел/, Надежда Соколова /Аслă Елчĕк/, Зоя Антонова /Кушкă/, Галина Васильева /Аслă Таяпа/, Елена Аверьянова /Курнавăш/, Антонина Смирнова /Çĕнĕ Пăва/, Ольга Петрова, Светлана Шадрикова /«Чебурашка»/, Галина Михеева /Лаш Таяпа/, Алена Кочеткова, Ольга Казначеева /«Шевле»/, Елена Куприянова /«Солнышко»/ уйрăмах ырă ята тивĕçлĕ.

Çулсеренех районта «Çулталăкри воспитатель» конкурс иртет. Кăçал Çĕнĕ Пăвари Оксана Круглова çак сумлă ята çĕнсе илчĕ. Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнчи Елена Куприянова, Курнавăшри Венера Кудряшова лауреатсем пулса тăчĕç.

Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ тĕлĕнет те: «Епле капла, килте пĕр-ик ачана итлеттерме хĕнтерех, кунта вун-вун ачапа ĕçлеççĕ. Ăста педагогăн ушкăнĕнче йĕрке те хуçаланать, ачасем вăл мĕнле тинкерсе пăхнинченех ăна ăнланаççĕ».

– Пирĕн воспитанниксем кашнийĕшĕ тĕрлĕ, кăмăл-туйăмĕ те тĕрлĕрен: кам йăлăнтарма пăхать, тепри алхасать, виççĕмĕшĕ ытла хаваслă та шавлă, çав вăхăтрах тепри тунсăхлă. Çавăнпа та пĕчĕкскер патне хăйне май «çăра» шыраса тупатăн. Пĕринпе шÿтлетĕн, теприне хавхалантаратăн, виççĕмĕшне куçсемпе ăшшăн пăхса илни те çитет. Темле ĕçлĕ пулсан та пепкене итлеме тăрăшатăп, унăн кăмăлне лайăхлатас тесе ăшă сăмахсем шеллеместĕп, – тет Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнчи Елена Куприянова воспитатель.

– Хам юратса суйласа илнĕ ĕçре 30 çул ытла вăй хурсан та нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Ачасем вĕсем савăнăç, пирĕн чи хаклă мул. Маншăн ют ачасем çук, пулман та, çавăнпа кашни пепкене хамăнни пек пăхатăп, туятăп. Эпир, воспитательсем, ачан пурнăçне, унăн çемйине кĕрекен çынсем, мĕншĕн тесен пире ашшĕ-амăшĕ хăйсен чи хаклă çыннине шанса парать. Ашшĕ-амăшĕн шанăçне çухатас марччĕ, çыхăнăва çирĕплетсех пырасчĕ. Пĕчĕк ачасемпе юнашар хăвăн çулна та манса каятăн, халь-халь ĕçлеме килнĕ çамрăк педагог пек туятăн, – тет Шăмалакри Ирина Воронова воспитатель.

Меллĕ самантпа усă курса хисеплĕ ĕçтешсене професси уявĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, сывлăх, чăтăмлăх, пурнăçра ыррине кăна сунатпăр. Хăвăрăн чун-чĕрĕрпе суйласа илнĕ ĕç савăнăç кăна кÿтĕр, ачасем итлеччĕр, вĕсен ашшĕ-амăшĕ вара сирĕн пархатарлă ĕçе хисеплеме пĕлтĕр.

Г.МУРАВЬЕВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн шкулчченхи вĕренĕвĕн методисчĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Кудряшова, И.Васильева /район пуçлăхĕ/, Е.Куприянова, О.Круглова /2020 çулхи март уйăхĕ/

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code