Юлашки вăхăтра халăх Интернет урлă улталаннипе, преступниксене шанса хăйсен счечĕ çинчен ютти çине укçа-тенкĕ куçарса панипе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿссех пырать.
Çакăн евĕр преступленисен 4 тĕрлĕ тĕсне палăртма пулать: «телефонпа улталанни», «вирус», «мобильлĕ банк», «Интернетри суту-илÿ». Ултавçăсем халăха тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ. Сăмахран, преступниксем хăйсене банк сотрудникĕ тесе шăнкăравласа пĕлтереççĕ, граждансенчен карттăн вăрттăн кодне тата ытти цифрăсене ыйтаççĕ. Çакăн евĕр шăнкăравсем килсен калаçăва тÿрех чарса лартăр, лару-тăрăва банк ĕçченĕсем патне шăнкăравласа е офиса кайса уçăмлатăр, банк карттин тÿнтер енче палăртнă номерĕ çине шăнкăравласа илтнĕ хыпара тĕрĕслĕр. Банк ĕçченĕсем граждансенчен нихăçан та карттă çинчи кода ыйтмаççĕ.
Чылай çыннăн банк картти карас телефонĕн абонент номерĕпе çыхăннă. Çавăнпа та телефонсем урлă Интернет пулăшăвĕпе усă курнă чух иккĕлентерекен сайтсене кĕрсе вирус çаклатасран асăрханмалла, вируса хирĕç кĕрешекен программăпа усă курмалла.
Телефона çухатас е абонент номерне улăштарас пулсан «мобильлĕ банк» пулăшупа усă курнă чух банк карттине çĕнĕ номерпе çыхăнтармаллине, малтанхи номертен уйăрмаллине шута илмелле. Çапла тумасан банк карттипе çыхăннă хыпарсем малтанхи номер çинех килсе тăраççĕ, çавна май унччен сирĕн пулнă номере хăйне илнĕ çын счетăр çинчи укçа-тенкĕпе ирĕклĕн усă курма пултарать.
Тепĕр тĕслĕхре преступниксем маларах Интернет-сайтран тавар илнĕ, çавна май вĕсен телефон номерĕ упранса юлнă граждансемпе çыхăнаççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ шăнкăравлать тесе шантарса вĕсене маларах туяннă тавар «пахалăхсăр» пулнине ĕнентереççĕ, çавна май компенсаци парса саплаштарассине хыпарлаççĕ. Анчах компенсацие илес тесен малтан страховкăпа тата комиссишĕн тивекен тÿлевпе татăлмалла иккен…
Интернетран тавар туяннă чух улталаннă пĕрремĕш тĕслĕх вăл – хаклă тавар вырăнне йÿннине ярса пани. Тепĕр тĕслĕхре туянакан таваршăн укçа-тенкĕ куçарса парсан сутуçăсем çухалаççĕ. Çакна асра тытăр: таваршăн тивекен тÿлевпе хамăра улталаманнине çирĕп ĕненсен, тавара алла илсен анчах татăлăр.
Кирек хăш лару-тăрура та халăха тимлĕ пулма, палламан çынсемпе шанса калаçасран асăрханма, карттă çинчи кода, ытти цифрăна вăрттăнлăхра упрама ыйтатпăр.
Н.БАЙДУГАНОВ,
районти полици пайĕн сотрудникĕ.