Çынсене нумайăшне йăлара усă курнă хытă каяша пухса тирпейлессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантараççĕ.
Эпир пурте лавккаран тавар туянатпăр: çăкăр, кĕрпе, пулă е пахча çимĕç консервĕ тата ыт. те. Тетрадь туянмалла пулсан та сутуçă ăна пакет çине хурса парать. Сăмахран, консерв туянатăн та унăн савăчĕшĕн уйрăммăн тÿлеместĕн – вăл тавар хакĕнчен саплашăнать. Килте усă курнă хыççăн çак савăтсене, çатăрка хутаçсене çÿп-çап миххине тултаратпăр. Çакăншăн иккĕмĕш хут тÿленĕ пек килсе тухать мар-и? Пĕрре – туяннă чухне, тепре — çÿп-çапа кăларса пăрахнăшăн.
Тÿлесси пирки калас пулсан, малтанхи çул йăлара усă курнă каяшсене турттарса тухнăшăн кашни куншăн пĕр çын пуçне 400 грамм çинчен шутласа тÿлеттерчĕç. Çапла пĕр уйăхри тÿлев 70 тенкĕпе танлашрĕ.
Эпĕ тивĕçлĕ канура, унта-кунта пит тухсах çÿреместĕп пулин те ялсенче, район центрĕнче – Елчĕкри урамсенче кирлĕ мар пушă савăт-бутылка, пирус пачкисем йăваланнине, çулсен хĕррисенче те çÿп-çап сапаланса выртнине курма пулать. Çакна эпĕ чун ыратнăран калатăп. Халăхран, çÿп-çап турттарса тухнăшăн кашни уйăхра укçа сăптăраççĕ, тÿлемесен суда парассипе хăратаççĕ. Халăхран тасалăхшăн укçа пуçтараççĕ, тирпейлĕх çав-çавах çук, тесе калассăм килет.
Чăвашсем мĕн авалтан ялсене çырмасен çывăхĕнче йĕркелесе яма тăрăшнă. Асăрхар, кашни ялтах пур вĕсем. Тип çырмасем те çителĕклех. Вĕсене пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен комиссипе тухса тĕрĕслесен-и – унта мĕн кăна пăрахса тултарнине каласа пĕтереймĕн. Килти хуçалăхри çĕр улми, кавăн, хăяр-помидор авăрĕ, сухан туни… – пурте унта вырăн тупнă. Регион операторĕ те çакăн йышши çÿп-çапа турттарса тухма килĕшмест. Апла пулсан çынсен ăна ăçта хумалла? Чиновник калать: «çунтарма юрамасть, купана купаласа çĕрĕштермелле», – тет. Эпĕ купаласа куртăм, 4 çул выртрĕ, çĕрмерĕ. Эпĕ вара çакăн пек шутлатăп: ялсен çывăхĕнчен 300-400 метр аяккарах хыт-хурана упрама çул айккипе ятарласа вырăн уйăрмалла. Пирĕн пысăк ялта – Лаш Таяпара çакăн валли 4-5 вырăн пулсан та ытлашши мар. Вĕсене ытла инçене е çывăха туни те майлă пулмĕ. Çак вырăнсене пăхса-йĕркелесе тăма ялти депутатсене çирĕплетсе памалла. Лаша усракансем те тислĕке çакăнта купаласа хума пултарччăр. Ял çывăхĕнчи çырма-çатрана кирлĕ мар ăпăр-тапăр пăрахса варалама чарăнар!
С.ТРОФИМОВ,
Лаш Таяпа ялĕ.