Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлесе çинĕ çăкăр тутлăрах

Ĕçлесе çинĕ çăкăр тутлăрах

Кĕркунне çуралнăран-ши Мария Иванова çут çанталăк хăйĕн симĕс тумне улăштарнине, сулхăн çилĕ вĕрнине, çуркунне лартса-акса ÿстернĕ, çăвĕпе пăхса çитĕнтерсе ăнса пулнă пахча çимĕç, улма-çырла тата ытти культурăсене пухса кĕртнĕ çĕр-аннемĕр хăйĕн чăн тĕсне тумланнине килĕштерет. Ахальтен мар хресчен кĕр мăнтăрĕпе савăнать: нÿхреп- тĕпсакай, сивĕтмĕшсем туп-тулли.

Юлашки кунсенче çанталăк карчăк ăшшипе савăнтарчĕ те мăнтăр çитĕннĕ бройлерсене пусса тирпейлеме шухăшламарĕ-ха кил хуçи хĕрарăмĕ. Хĕвел тухсанах вĕсем патне картана васкарĕ. Нумаях пулмасть 83-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ Мария Сергеевна чăх-чĕпсене апат пачĕ, айсарăмне тасатрĕ, унтан кил картинчи ытти ĕçсемпе тăрмашрĕ.

– Вăхăта усăсăр, ахаль ирттерме хăнăхман. Кунĕпе кăштăртататăп. Ĕçлес тесен ялти ватă хĕрарăм хăйне киленĕç тупатех, – тет Мария аппа.

Ĕçлесе çинĕ çăкăр тутлăрах тенĕрен çапла ялан ĕç çумĕнче. Çу кунĕсенче капмар та хăтлă çуртра пĕчченех кун кунлать-ха вăл. Нимĕнле ĕçрен те ÿркенмен Вова ывăлĕпе Алена кинĕ инçетре тăрăшаççĕ, çавна май хуçалăха тытса пырасси ун çине тиеннĕ тесен те йăнăш мар. Аптăрамасть Мария Сергеевна, хĕрĕсем ялта пурăннăран тĕп киле пырсах çÿреççĕ, амăшне йывăр ĕçсенче пулăшу аллине тăсаççĕ. Хĕрарăм хăй те ÿркенмест, çĕрулми кăларнă чухне те ана çинче, ытти ĕçре те правурлăхне чакарасшăн мар.

Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Мария çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах ялти шкула тирпейлÿçĕне вырнаçнă. Унтан ăна та çамрăксемпе пĕрле торф кăларнă çĕре янă. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе ĕçлесе пурăннă чăваш хĕрĕсем инçетре. Кунта вăл кÿршĕллĕ республика çамрăкĕсене балалайка каласа тĕлĕнтернĕ. Сăмах май каласан, чылай çул çак инструмента алла илмен пулсан та халĕ те аллисем унăн хĕлĕхĕсем патне лайăх пыраççĕ. Кăçал ачисем амăшне Патреккелĕнчи Валентина Борисовăран вăхăтлăха балалайка илсе килсе пачĕç те, Мария Сергеевна пушă вăхăт тупса ĕлĕкхи кĕвĕсене чун ыйтнипе аса илчĕ. Еплерех хĕпĕртерĕ-ха вăл çамрăклăх ытамне кĕрсе ÿксен! Кирек камшăн та çамрăклăх чи асамлă, ĕмĕр асран тухман вăхăт.

Торф кăларнă çĕртен таврăннă чухне Мария вокзалта хăйсен ялĕнчи каччăна тĕл пулнă. Хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах Николай та салтак тивĕçне пурнăçласа тăван тăрăха кайма тухнă. Çак тĕл пулу хĕрпе каччăна çывăхлатнă та. Йĕкĕт чипер пикене пĕрре курса юратса пăрахнă. Яла килнĕ каçах вĕсем вăйăра тепĕр хут тĕл пулнă, пĕр-пĕрне килĕштернĕрен туслă çÿреме пуçланă. Икĕ çултан çемье чăмăртанă.

Мария Сергеевна тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Ачисене юнашар тăратса колхоз уйĕнче пиçĕхтернĕ. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман харсăр хĕрарăмăн сăнĕ Хисеп хăми çинче те пĕрре мар çакăнса тăнă. Николай Иванович чылай çул бригадирта тăрăшнă. Питĕ туслă пурăннă çемье. Мăшăрĕ арăмне кил хуçалăхра кăна мар, ачасене воспитани панă çĕрте те нумай пулăшнă, мĕн виличчен хĕрарăм унран сивĕ сăмах илтсе курман. Тату та шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăр пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.

– Пирĕн нумай вĕренме тÿр килмерĕ, эсир вара пурте алла специальность илсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсĕр, – пилленĕ ашшĕпе амăшĕ ывăл-хĕрĕсене.

Ачисем чăннипех те ашшĕ-амăшĕн питне хĕретмен. Асли, Гена, малтанах инçетре пурăннăскер, каярахпа хамăр республикăна куçса килнĕ. Халĕ Шупашкар районĕнче тымар янă. Стройкăра тăрăшать. Галя бухгалтер профессине алла илнĕ. Юлашки çулсенче хаçат редакцийĕнче тăрăшать. Витя Мурманскра хунав янăччĕ, пысăк кимĕпе пулă тытма çÿренĕ, ют çĕршывсенче те пулса курнă. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн, 2007 çулта чĕре чирĕпе аптăраса пурнăçран уйрăлнă. Пĕр тăванĕсем ăна яла илсе килсе пытарма мехел çитернĕ. Вăл тăван ял масарĕнче канлĕх тупни амăшĕн, тăванĕсен чун-чĕрине çăмăллăх кÿнĕ. Рена район больницинче медсестрара тăрăшать. Кĕçĕнни Вова тĕп килте. Вăл ăста алăллă платник, электрик. Ĕлĕкхи йăларан пăрăнмасăр тăван кил управçи те.

Ивановсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пÿрт тулли. Вĕсен йышĕнче кам кăна çук-ши? Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Асламăш-кукамăш вĕсене чун-чĕререн юратать, паллă пулăмсенче пĕрле пулма тăрăшать, кучченеçсемпе савăнтарать. Вĕсем-çке ват çыннăн куç тулли савăнăçĕ.

Мария Сергеевна савнă мăшăрĕ 2002 çулта, 68 çула кайса, йывăр чире парăнтараймасăр çĕре кĕнĕшĕн питĕ кулянать.

– Ачасемпе мăнуксен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе савăнса кăна пурăнмаллаччĕ те, шăпа пÿрнинчен иртеймĕн, – тет йăха малалла тăсакансенчен пуян хĕрарăм.

Мария аппа кашни çĕнĕ кунпа киленсе пурăнассине тĕпе хурать. Почтальон хаçат парса хăварасса чăтăмсăррăн кĕтет. Уйрăмах «Елчĕк енри» статьясене пĕр йĕрке сиктермесĕр вуласа тухать. Юрă-кĕвĕ ытамĕнчен аякра тăманскер Наци радиовне итлесе республикăри хыпар-хăнарсенчен те тăрса юлмасть.

Ĕç ветеранĕ чунĕпе çамрăк-ха, ватăлма шухăшламасть. Сакăр теçетке çула хыçа хăварса çывăх çыннисемшĕн вăл хăйĕн чун ăшшине нихăçан та хĕрхенмен. Нумай сăмах ваклама юратман, ăш пиллĕ, ыттисене хисеплекене тата вĕсемпе килĕштерсе пурăнакана кăна шăпа вăрăм ĕмĕр парнелет тени тĕрĕсех те пулĕ. Çак сăваплăх Мария Иванован кун-çулне çутатса, хăтлăх кĕртсе тăрать. Çакă мар-и вара амăшĕн ватлăхри ырлăхĕ, телейĕ?

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Иванова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code