Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕл пулма ялан хавас

Тĕл пулма ялан хавас

Аслă ăру çыннисене сума суса паллă тăвакан уявăн пĕлтерĕшĕ çулран-çул ÿссе пырать. Мĕншĕн тесен кирек хăш самана тапхăрĕнче те ватă çынсем пысăк хисепре пулнă, пулаççĕ те. Вĕсен пурнăç тăршшĕпе вĕренсе пухнă ăс-хакăлĕ, ырă кăмăлĕ çамрăксемшĕн патриот туйăмĕ вăратма пулăшакан ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ аслă ĕçтешĕсемпе тĕл пулса калаçма ялан хавас. Журналистсемпе полиграфистсем яланах пирĕн чи кĕтнĕ хăнасем. Пандемие пула кăçалхи уявра хаклă тусăмăрсемпе тĕл пулма тÿр килеймĕ. Çапах та уявра вĕсене ятран аса илмесĕр иртес темерĕмĕр.

32 çул каялла район хаçатне ĕçлеме килнĕ чухне Анатолий Тимофеев тĕп редакторччĕ, Николай Алексеев – яваплă секретарь, Иван Иноходов – обществăпа политика пайĕн заведующийĕ. Кăштахран Александр Карлина тĕп редактора лартрĕç. Каярахпа çак маларах аса илнĕ районти паллă журналистсем пурте тĕп редактор тивĕçĕсене чылай çул пурнăçларĕç. Ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ пулнă Александр Васильев та хаçата пуян содержаниллĕ, интереслĕ статьясемпе пуянлатассишĕн нумай çул тăрăшрĕ. Зинаида Никифорова корректор, Юлия Кузьмина секретарь-машинистка хăйсен ĕçĕнчи чăн-чăн ăстасемччĕ. Эпир сăпайлă та пысăк тавра курăмлă, чипер чăваш хĕрарăмĕсенчен ырă тĕслĕх илеттĕмĕр. Илья Ишмуратов водительпе районти чылай яла çитнĕ. Ытларах Николай Григорьев фотокорреспондентпа пĕрле командировкăна тухса каяттăмăр, вăл сăн ÿкерчĕксем тăвассишĕн яваплăччĕ, эпир çыраттăмăр. Ялсенче кама кăна тĕл пулман, район хаçатĕнче кам, мĕн çинчен кăна çырман;

Антонина Сергеева бухгалтер ĕçне тивĕçлипе пурнăçлатчĕ.

Типографи хĕрĕсем юрла-юрла хаçат кăларнине епле манайăн тата; Елизавета Зайцева, Елена Васильева, Светлана Карлина верстальщицăсем, Валентина Яковлева линотипистка, Галина Васильева печатница тата линотипистка паян та ватлăх мĕнне пĕлмеççĕ, сăн-пичĕпе çап-çамрăк курăнаççĕ.

Шел пулин те, кăçал эпир хамăр йышри Алексей Синина ?типографи мастерĕ, директорĕ пулнă/, Лидия Седова печатницăна, Петр Михайлов тĕп редактора ĕмĕрлĕхех çухатрăмăр. Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр сирĕн.

Хисеплĕ туссем! Сире Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ватлăхра канлĕх сунатпăр, ачăрсемпе мăнукăрсенчен ырлăх кăна курмалла пултăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code