Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налука вăхăтра тÿлемелле

Налука вăхăтра тÿлемелле

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина сăмах илчĕ – кăçалхи 9 уйăхра Елчĕк районĕн бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлани пирки каласа пачĕ. Тăватă кварталта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 307,9 млн тенкĕпе /пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан – 8,1 процент ытларах, кăçалхи планпа илсен – 62,2 процент/ танлашнă. Çав шутран налук тата налук шутне кĕмен хамăрăн тупăшсем – 62,5 млн тенкĕ /çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,9 процент ытларах/, республика уйăракан бюджетсен хушшинчи трансфертсем – 245,4 млн тенкĕ /9,7 процент ытларах/. Район бюджетне вара 302,3 млн тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ /ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 6,1 процент ытларах/, çав шутран налук тата налук шутне кĕмен тупăш виçи 54,4 млн тенкĕ /12,7 процент ытларах/, республикăран тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен кĕрекен бюджетсен хушшинчи трансфертсем – 247,9 млн тенкĕ /9,6 процент ытларах/.

Ял тăрăхĕсен бюджечĕсене илсен, тупăш пайĕ 55,3 млн тенкĕ /14,7 процент сахалрах/. Иртнĕ çул вăл 64,8 млн тенкĕпе танлашнă. Çав шутран налук тата налук шутне кĕмен тупăшсем пурĕ 8 млн тенкĕ /38,4 процент сахалтарах/. Иртнĕ çул вăл 13 млн тенкĕпе танлашнă. Унсăр пуçне уйрăм çынсенчен тата организацисенчен кĕрекен укçа-тенкĕ 0,7 млн тенкĕ /иртнĕ çул – 1,1 млн тенкĕ/. Асăннă укçа-тенке «Пуçаруллă бюджет» проекчĕсене пурнăçлама тата территорисене тирпей-илем кĕртме расхутланă. Сăмах май, «Пуçаруллă бюджет» программăпа 2021 çула проектсем тăратас тапхăр пуçланнă, çавна май ял тăрăхĕсен администрацийĕсен проектсем хатĕрлес ĕçе вăхăта тăсмасăр пурнăçламалла, халăхпа тĕл пулса мĕнле ĕçсем тăвасси пирки канашламалла.

Налук тупăшĕсем октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 54477,1 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Çакă вăл пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан 3,3 процент ытларах. Налук тупăшĕсем кĕни НДФЛ 20 процент ытларах кĕнипе сăлтавланнă. Патентпа патшалăх тÿлевĕсемсĕр пуçне ытти тупăшсем пĕлтĕрхинчен сахалрах пуçтарăннă.

Ял тăрăхĕсен бюджечĕсене уйрăм пăхса тухсан çакă паллă: 9 уйăхра ял тăрăхĕсен бюджечĕсене налук тата налук шутне кĕмен тупăшран 8017 пин тенкĕ кĕнĕ. Çакă вăл иртнĕ çулпа танлаштарсан 61,7 процент сахалрах – 5 млн тенке яхăн тупăш кĕрсе çитеймен. Сăлтавĕ – пурлăх тата çĕр налукĕсем питĕ сахал пуçтарăннинче. Ертÿçĕ палăртнă тăрăх, пурлăх налукне пуçтарассипе Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче аван ĕçленĕ, ыттисен вара ку енĕпе самаях тăрăшмалла. Çĕр налукне илес пулсан, иртнĕ çулпа танлаштарсан вăл 25,3 процент анчах кĕме пултарнă. Çак лару-тăру уведомленисем налук тÿлекенсем патне вăхăтра çитменнипе те сăлтавланнă. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсен бюджечĕсене кĕмелли резерв суммисем те пур. Çакă вăл 2018 çулшăн тÿлесе татман пурлăхпа çĕр налукĕсем. Ку енĕпе парăм виçи – 822,6 пин тенкĕ. Çĕр налукĕнчен 6957 пин тенкĕ тупăш пырса кĕмелле пулнă пулсан, паянхи кун тĕлне 451, 3 пин тенкине пухса çитерменни паллă. Кунта Аслă Елчĕксем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ Ирина Николаевна, ыттисен вара çанă тавăрсах ĕçлемелле. Пурлăх налукĕ 9 ял тăрăхĕпе 3893,0 пин тенкĕ пуçтарăнмалла пулнă, 371,3 пин тенки кĕрсе çитеймен. Ку енĕпе Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Курнавăш, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсем лайăх.

Леонард Левый ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май налуксене тÿлессипе ĕçе хăвăртлатмаллине, ку енĕпе специалистсен халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пурнăçламаллине палăртрĕ. Бюджета вăхăтлă тултарнинчен ĕçченсем ĕç укçи илесси те килет-çке. Çавăнпа та канашлура налуксене мĕнле пуçтарнине контрольлесе тăма эрнесерен мониторинг ирттерме йышăнчĕç.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи Надежда Баймушкина кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Асăннă пай 3 кварталта 402 тĕрлĕ граждан тăрăмĕн актне çырнă. Кăçал 65 ача çуралнă, çав шутран 31-шĕ – арçын ача, 34-шĕ хĕр ача. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 17 ача ытларах. Чи нумай ача Елчĕк ял тăрăхĕнче çуралнă – 25. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче – 13, Аслă Елчĕк – 8, Аслă Пăла Тимеш – 6, Çирĕклĕ Шăхаль – 5, Курнавăш, Тăрăм – 3-шер, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче 2 ача çут тĕнчене килнĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче вара пĕр ача та çуралман.

Çемьесенче миçемĕш ачасем çуралнине тишкерсен çакăн евĕр ÿкерчĕк курма пулать: 17-шĕ – пĕрремĕш, 24-шĕ – 2-мĕш, 16-шĕ виççĕмĕш, 5-шĕ – тăваттăмĕш, 2-шĕ пиллĕкмĕш ачасем. Улттăран ытларах ачаллă 1 çемьере 1 ача çуралнă. Вăл – 10-мĕш ача.

Вилекенсен шучĕ районта миçемĕш çул ĕнтĕ çуралакансенчен палăрмаллах пысăк – кăçал 3 кварталта 275 çын пурнăçран уйрăлнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 23 çын ытларах/. Елчĕк ял тăрăхĕнче – 61, Аслă Пăла Тимеш – 46, Çирĕклĕ Шăхаль – 32, Курнавăш – 30, Лаш Таяпа – 28, Тăрăм – 24, Аслă Елчĕк – 17, Аслă Таяпа – 16, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче 15 çын çĕре кĕнĕ. Ытти 6 çын – ют çĕртен килнисем.

9 уйăхра 34 çĕнĕ çемье чăмăртаннă /иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 6 çемье сахалрах/, 16 çемье уйрăлнă. Чи нумай çемье Курнавăшра тĕвĕленнĕ – 6. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче вара пĕр туй та кĕрлемен.

Миçе çултан тата мĕншĕн арканаççĕ çемьесем? Ятарлă анкета кăтартăвĕсенчен çак паллă: мăшăрсен пысăк пайĕ малтанхи 5 çулта саланать /13 мăшăр/, 5 çултан пуçласа 10 çулччен мăшăрланура тăнисен шучĕ 6-па танлашать, 10 çултан пуçласа 25 çулччен пĕрле пурăннисем 12-ĕн уйрăлнă. Пĕр çемье çулталăк хушшинче арканнă. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: мăшăрсенчен пĕри юттипе çÿрет, çемьене тытса тăма укçа-тенкĕ çитмест, характерсем пĕр килменрен хирĕçÿсем пулаççĕ. Мăшăрсенчен пĕри эрех-сăрапа иртĕннĕрен те çемьесем арканаççĕ.

Райадминистрацин капиталлă строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр пайĕн начальникĕ Николай Петров ял тăрăхĕсенче халăх пурнăçĕн хăтлăхĕшĕн йышăннă тĕрлĕ программăпа пурнăçланакан строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. «Пуçаруллă бюджет» программăпа 16134,4 пин тенкĕлĕх 34 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă пулсан 30-шне пурнăçланă. Çак программăпа Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче – 1, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче – 2, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче 1 проекта пурнăçа кĕртмелли юлнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе 14 проект /пурĕ 14730,250 пин тенкĕлĕх/ тума палăртнă. Паянхи кун тĕлне 7-шне вĕçленĕ пулсан Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк ял тăрăхĕсенче тепĕр 7 проекта ĕçе кĕртмелле. Яллă вырăнсене тирпей-илем кĕртес енĕпе йышăннă проектсене пурнăçлама 5300 пин тенкĕ уйăрнă. 53 проектран 48-шне вĕçленĕ.

Халăха таса шывпа тивĕçтерес программăсем те тивĕçлĕ пурнăçланаççĕ. Шыв башнисене тĕпрен юсама 10481,850 пин тенкĕ уйăрнă. Муниципаллă контрактсене тăвас ĕç вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра Кĕçĕн Таяпа тата Тăрăм ял тăрăхĕсенчи 3 объектра ĕç хĕрÿ пырать. Çул-йĕр фондне 5966,9 пин тенкĕ уйăрнă, пурĕ 17 объект хута каймалла.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки тухса калаçрĕ. Çанталăк типĕ тăнă вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Иртнĕ канмалли кунсенче анчах районта типĕ курăка çунтарнă 4 тĕслĕх пулнă. Тема тăсăмĕ – паянхи номерте пичетленнĕ «Типĕ курăка ан çунтарăр!» статьяра.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code